Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑн сăмах пирĕн базăра пур.
пурӑн (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Иисус вара ӑна ҫапла калать: кай Ман патӑмран, шуйттан; «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» тесе ҫырнӑ, тет.

10. Тогда Иисус говорит ему: отойди от Меня, сатана, ибо написано: Господу Богу твоему поклоняйся и Ему одному служи.

Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ каличчен ҫавӑнтах пурӑн: Ирод Ачана шыраса тупса вӗлересшӗн, тет.

и будь там, доколе не скажу тебе, ибо Ирод хочет искать Младенца, чтобы погубить Его.

Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫавӑнпа Вӑл мана ҫакна пӗтӗмпех сана кӑтартма тата «ӗненсе пурӑн, ан хӑра» тесе калама ячӗ; 34. малтанхи вӑхӑтпа ҫыхӑнтарса ниме тӑманни ҫинчен шухӑшлама ан васка, ҫапла санӑн юлашки вӑхӑт ҫинчен ҫавӑн пекех васкаса шухӑшламалла ан пултӑр, терӗ.

33. Посему Он послал меня показать тебе все это и сказать: уповай и не бойся; 34. не спеши с первыми временами помышлять суетное, дабы не судить тебе с такою же поспешностью о временах последних.

3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Даниил ҫавӑн чухне патшана каланӑ: патша! ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!

21. Тогда Даниил сказал царю: царь! вовеки живи!

Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ӗнтӗ ҫавӑ аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсем патша патне пухӑнса пынӑ та ӑна ҫапла каланӑ: Дарий патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!

6. Тогда эти князья и сатрапы приступили к царю и так сказали ему: царь Дарий! вовеки живи!

Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Патша амӑшӗ патшапа унӑн улпучӗсем мӗн калаҫнине пӗлнӗ те ӗҫкӗ-ҫикӗ пӳлӗмне кӗнӗ; патша амӑшӗ ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!

10. Царица же, по поводу слов царя и вельмож его, вошла в палату пиршества; начала говорить царица и сказала: царь, вовеки живи!

Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӗсем Навуходоносор патшана ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!

9. Они сказали царю Навуходоносору: царь, вовеки живи!

Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Халдейсем патшана арамейла каланӑ: патшамӑр! ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн! тӗлӗкне чурусене каласа парччӗ, эпир вара ун пӗлтерӗшне ӑнлантарӑпӑр, тенӗ.

4. И сказали Халдеи царю по-арамейски: царь! вовеки живи! скажи сон рабам твоим, и мы объясним значение его.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Эй ывӑлӑм! кӗлмӗҫленсе ан пурӑн: ыйткаласа ҫӳриччен вилсе вырт.

29. Сын мой! не живи жизнью нищенскою: лучше умереть, нежели просить милостыни.

Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Тусна юрат, унпа тӳрӗ пурӑн; 18. пӗрре ун шанчӑкӗнчен тухсассӑн, текех ун хыҫҫӑн ан ҫӳре: 19. этем хӑйӗн тӑшманне вӗлернӗ пек, эсӗ ҫавнашкал ҫывӑх ҫыннун туслӑхне вӗлернӗ; 20. аллунти кайӑка вӗҫтерсе янӑ пек, эсӗ тусна ҫапла вӗҫертрӗн — ӗнтӗ тытаймӑн ӑна; 21. ан та хӑвала: аякка кайрӗ вӑл, танатаран вӗҫерӗннӗ ту качаки пекех вӑркӑнчӗ.

17. Люби друга и будь верен ему; 18. а если откроешь тайны его, не гонись больше за ним: 19. ибо как человек убивает своего врага, так ты убил дружбу ближнего; 20. и как ты выпустил бы из рук своих птицу, так ты упустил друга и не поймаешь его; 21. не гонись за ним, ибо он далеко ушел и убежал, как серна из сети.

Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Кунҫулу тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана юратса пурӑн, хӑвна ҫӑлӑнӑҫ патӑр тесе Ӑна тархасла.

18. Во всю жизнь люби Господа и взывай к Нему о спасении твоем.

Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эсӗ вара яланах халала асра тыт, унран вӗрен, мӗн ватӑличчен хӑвӑн ӗҫӳпе пурӑн.

19. Твердо стой в завете твоем и пребывай в нем и состарься в деле твоем.

Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Турӑ ҫырлахать тесе хӑрамасӑр ан пурӑн, ҫылӑх ҫумне ҫылӑх ан хуш, 6. «Туррӑн ырӑлӑхӗ аслӑ, Вӑл манӑн йышлӑ ҫылӑха каҫарӗ» тесе ан шутла: 7. Унӑн ырӑлӑхӗ те, ҫилли те пур, Унӑн хаярлӑхӗ ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫинчех тӑрать.

5. При мысли об умилостивлении не будь бесстрашен, чтобы прилагать грех ко грехам 6. и не говори: «милосердие Его велико, Он простит множество грехов моих»; 7. ибо милосердие и гнев у Него, и на грешниках пребывает ярость Его.

Сир 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ӗнтӗ пӗтӗм сӑмахӑн тӗшшине итлесе пӗтерер: Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур; 14. пур тӗрлӗ ӗҫе те, пур тӗрлӗ вӑрттӑнлӑха та — лайӑх-и вӑл, начар-и — Турӑ Хӑйӗн сутне илсе ҫитерет.

13. Выслушаем сущность всего: бойся Бога и заповеди Его соблюдай, потому что в этом все для человека; 14. ибо всякое дело Бог приведет на суд, и все тайное, хорошо ли оно, или худо.

Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эпӗ сана паян та вӗрентетӗп: асту — Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн.

19. Чтобы упование твое было на Господа, я учу тебя и сегодня, и ты помни.

Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18-19. Санӑн ҫӑлкуҫу пиллӗхлӗ пултӑр; ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа — ачаш айпӑланупа, чипер ту качакипе — киленсе пурӑн: сана кирек хӑҫан та унӑн кӑкӑрӗ йӑпаттӑр, яланах унӑн юратӑвӗпе савӑн.

18. Источник твой да будет благословен; и утешайся женою юности твоей, 19. любезною ланью и прекрасною серною: груди ее да упоявают тебя во всякое время, любовью ее услаждайся постоянно.

Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан.

5. Надейся на Господа всем сердцем твоим, и не полагайся на разум твой.

Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлхуҫана пӑхӑн, Ӑна шанса пурӑн.

7. Покорись Господу и надейся на Него.

Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫӳлхуҫана шан, ырӑ ту; ҫӗр ҫинче пурӑн, чӑнлӑха упра.

3. Уповай на Господа и делай добро; живи на земле и храни истину.

Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Турӑ саккунне уяса, Турӑ хушнине туса пурӑн, ырӑ ӗҫ тума юратакан тӳрӗ ҫын пул, вара хӑвна та лайӑх пулӗ.

9. Ты же соблюдай закон и повеления и будь любомилостив и справедлив, чтобы хорошо было тебе.

Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех