Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗртен шывсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсем ыткӑнса-капланса килӗҫ те ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулана, унта пурӑнакансене путарӗҫ; ҫынсем кӑшкӑрса йӗрӗҫ, ҫӗршывра пурӑнакансем куҫҫульпе макӑрӗҫ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Дан енчен тӑшман учӗсем тулхӑрни илтӗнет, ӑйӑрӗсем хыттӑн кӗҫеннӗрен пӗтӗм ҫӗр чӗтрет; килӗҫ те — ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулапа унта пурӑнакансене пӗтерсе тӑкӗҫ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сана тӳлесе илнӗ, сана аннӳ варӗнчех калӑпланӑ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ мӗн пуррине пултарнӑ, тӳпене пӗчченех карса хунӑ, ҫӗре Хамӑн вӑйӑм-хӑватӑмпа сарса тухнӑ, 25. Эпӗ — суя пророксен паллисене ӑҫтиҫук тӑвакан, асамҫӑсем ӑссӑррине кӑтартакан, ӑсчахсене каялла хӑвалакан, вӗсен пӗлӗвне ухмахлӑха ҫавӑракан, 26. Хӑй чурийӗн сӑмахне ҫирӗплетекен, Хӑй хыпарҫисен сӑмахне пурӑнӑҫа кӗртекен, Иерусалима: «сан хутлӑхунта пурӑнма пуҫлӗҫ», Иуда хулисене: «сире ҫӗнӗрен туса лартӗҫ, ишӗлнисене Эпӗ юсаса ҫӗнетӗп» теекенӗ, 27. тӗпсӗр авӑра: «типсе лар!» теекенӗ, «санӑн юханшывусене типӗтсе лартӑп» теекенӗ; 28. Кир пирки: «вӑл — Манӑн кӗтӳҫӗм, вӑл Манӑн ирӗкӗме пӗтӗмпе вырӑна килтерӗ, вӑл Иерусалима: «сана ҫӗнӗрен туса лартӗҫ!» тейӗ, Турӑ Ҫуртне: «санӑн никӗсне ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗҫ» тейӗ» теекенӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ пур-и? ҫук, урӑх тӗрек пуррине пӗлместӗп.Есть ли Бог кроме Меня? нет другой твердыни, никакой не знаю.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗлӗтсемпе вӗсен хутлӑхне пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинчи мӗн пуррине сарса хунӑ, ҫӗр ҫинчи халӑха сывлӑш кӗртнӗ, ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекенсене чӗм панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: 6-7. Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Сана тӳрӗлӗхӗмпе чӗнсе илтӗм, Сана алӑран тытса тӑрӑп, упрӑп Сана, Сана Эпӗ халӑхшӑн халал пулма, суя тӗнлисемшӗн ҫутӑ пулма, суккӑррисен куҫӗсене уҫма, касмӑкра хӗн куракансене ирӗке кӑларма, тӗттӗмре ларакансене сӗмлӗхрен кӑларма лартатӑп.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Исаия вара Езекияна каланӑ: халӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле: 6. акӑ вӑхӑт ҫитӗ те, ҫуртӑнта мӗн пуррине, аҫусем паянхи кунччен мӗн пухнине-пуҫтарнине йӑлтах Вавилона илсе кайӗҫ; нимӗн те юлмӗ.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Езекия каланӑ: ман ҫуртӑмра мӗн пур — пӗтӗмпех курчӗҫ; вӗсене пурлӑх управӑшӗсенче мӗн пуррине пӗтӗмпех кӑтартрӑм, кӑтартманни нимӗн те хӑвармарӑм, тенӗ.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Саваоф Ҫӳлхуҫа сан патна аслатипе, ҫӗр чӗтреннипе, хӑватлӑ сасӑпа, ҫил-тӑвӑлпа, ҫавраҫилпе, мӗн пуррине хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑмпа пырса ҫитӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: аслӑ шывран пуҫласа Египет юхӑмӗ таран Ҫӳлхуҫа мӗн пуррине пӗтӗмпе тытса силлӗ; Израиль ывӑлӗсем, сире те пӗрле — пӗрне тепӗри патне — пуҫтарӗҫ; 13. ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: аслӑ трупа кӑшкӑртса ярӗ те, Ассири ҫӗрӗнче ҫухалса кайнисем, Египета хӑваласа кайнисем каялла таврӑнӗҫ, вара Иерусалимри сӑваплӑ ту ҫинче Ҫӳлхуҫана ӳксе пуҫҫапӗҫ.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара мӗн пуррине ту ҫинчи ҫӑткӑн кайӑксем валли, хирти тискер чӗрчунсем валли пӑрахса хӑварӗҫ; унта кайӑк-кӗшӗк ҫу каҫӗ, унта хирти тискер чӗрчунсем хӗл каҫӗҫ, терӗ.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫын патӗнчен ҫын патне куҫса ҫӳресси — япӑх пурӑнӑҫ, вырӑнаҫнӑ вырӑнта ҫӑвар уҫма та хӑяймастӑн; 28. ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑн — тав тӑваканӗ пулмӗ, ҫийӗнчен тата ҫакӑн пек йывӑр сӑмах илтӗн: 29. «эй ютран килнӗскер, кил-ха кунта, сӗтел ҫине хатӗрле, аллунта мӗн пуррине мана пар, мана ҫитер»; 30. «эй ютран килнӗскер, каях, ман патӑма чыслӑ ҫын килчӗ, тӑванӑм хӑнана килчӗ, ун валли вырӑн кирлӗ».
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗн пуррине пӗтӗмпех ӗмӗр Пурӑнаканӗ пултарнӑ; Ҫӳлхуҫа анчах тӳрӗ.1. Все вообще создал Живущий во веки; Господь один праведен.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсене Вӑл шутлӑ кун, шутлӑ вӑхӑт панӑ, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине вӗсен аллине панӑ.2. Определенное число дней и время дал Он им, и дал им власть над всем, что на ней.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ ҫинчен пӗлмен ҫынсем пурте чӑннипех ниме тӑмаҫҫӗ: Пуррине вӗсем куҫа курӑнакан аслӑ пулӑмсенчен те пӗлеймен, ӗҫӗсене курсассӑн та Сӑлтавне пӗлсе ҫитеймен, 2. тӗнчене тытса тӑракан турӑсем тесе вӗсем е вут-ҫулӑма, е ҫиле, е куҫакан сывлӑша, е ҫӑлтӑр ункине, е шарлаклӑ шыва, е тӳпери ҫутӑсене пуҫҫапнӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эсӗ мӗн пуррине пурне те юрататӑн, ху пултарнинчен нимӗнрен те ютшӑнмастӑн: мӗне те пулин курайман пулсассӑн, ӑна пултарман та пулӑттӑн.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх тӗнченӗн малтанхи ашшӗне, пӗртен-пӗр пултарнӑ этеме, упранӑ, ӑна пӗтесрен ҫӑлса хӑварнӑ: 2. вӑл ӑна мӗн пуррине пуҫ пулмашкӑн вӑй-хӑват панӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр ҫинче мӗн пуррине ят панӑ ӗнтӗ, этем мӗнли те паллӑ, вӑл хӑйӗнчен вӑйлӑраххипе тавлашма пултараймасть.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Апата патшапа пӗрле лартӑн пулсассӑн, умӑнта мӗн пуррине тимлӗн сӑна, 2. ху апатшӑн антӑхакан ҫын пулсассӑн, карланкуна тӗкӗле.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ӑслӑлӑх вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын чӗринче пурӑнать, хӑй пуррине вӑл ухмахсем хушшинче те палӑртать.33. Мудрость почиет в сердце разумного, и среди глупых дает знать о себе.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сӗмсӗр ҫынна ан питле: вӑл сана курайми пулӗ; ӑс пуррине питле — ҫавӑншӑн юратӗ вӑл сана; 9. ӑслине ӳкӗтле, вара вӑл тата ӑслӑрах пулӗ; тӳрӗ ҫынна вӗрент, вара вӑл тата пӗлӳ хушӗ.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.