Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

писателӗсемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫулсенче чӑваш писателӗсемпе вӗсен Союзӗ мӗн енне ытларах ҫаврӑнса пӑхрӗ-ха, мӗне тӗпе кӳлсе малалла ҫул тытрӗ?

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кунта тата ҫак иртнӗ ҫулсенче аслӑ Ленин ячӗпе хисепленекен премие тивӗҫлӗ пулнӑ совет писателӗсемпе вӗсен хальхи пурнӑҫа сӑнласа кӑтартакан кӗнекисене аса илмелле эпир.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ман вара Петӗрпе те, ытти чӑваш писателӗсемпе те тӑраниччен калаҫас килет..

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вырӑс писателӗсемпе поэчӗсенчен нумайӑшӗ Пушкӑрта кӑмӑспа сипленме килнӗ, кашниех ӗҫмелли мӗнлине, мӗнле енӗсене ытарайман ҫавна ҫырса кӑтартнӑ, тесе ҫырать «Республика Башкортостан».

Многие русские писатели и поэты приезжали в Башкирию на кумысолечение, и каждый с восхищением описывал вкус и свойства напитка, пишет «Республика Башкортостан».

Пушкӑртри кӑмӑс тӑвакан вырӑс классикӗсемпе хавхаланнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3382901

Кунсӑр пуҫне Чӑваш кӗнеке издательстви вырӑс писателӗсемпе ытти халӑх писателӗсен паллӑрах произведенийӗсене те вырӑсларан чӑвашла куҫарса кӑларма палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Эпир ку таранччен чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен 1964 ҫулта кӑлармалли ҫӗнӗ кӗнекисемпе кӗскен паллаштартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӗсенче пуринче те пирӗн рабочисемпе колхозниксем, интеллигенци представителӗсем, шкул ачисем чӑваш писателӗсемпе поэчӗсене лайӑхрах та лайӑхрах кӗнекесем ҫырма, коммунизм тӑвакан совет ҫыннисен хастар ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗс те витӗмлӗ сӑнласа пама хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫак кружока хутшӑнакансем малта пыракан вырӑс тата ют ҫӗршыв писателӗсемпе ученӑйӗсен, француз материалисчӗсемпе социал-утописчӗсен ӗҫӗсене тӗпченӗ, патша тытӑмӗпе крепосла йӗркене хирӗҫ кӗрешнӗ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Вӑл литературӑра граждан вӑрҫи хыҫҫӑн, нумай паллӑ совет писателӗсемпе — Д. Фурмановпа, А. Фадеевпа, Л. Леоновпа, В. Вишневскипе, Н. Островскипе тата ыттисемпе пӗр ҫулсенче ӗҫлеме пуҫланӑскер, хальхи вӑхӑтра литературӑра социализмла реализмӑн чи паллӑ представителӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Он начинал работать в литературе после Гражданской войны, со многими известными советскими писателями — Д. Фурмановым, А. Фадеевевым, Л. Леоновым, В. Вишневским, Н. Островским и другими, в настоящее время является одним из наиболее видных представителей социалистического реализма в литературе.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата кӗнеке издательствинче ӗҫлекен ҫыравҫӑсем хӑйсен пухӑвӗнче Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне туса хума йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра // Петӗр Ялкир. «Хресчен сасси», 2003.12.16, 3 стр.

Жюри пайташӗсем Чӑваш Республикин паллӑ писателӗсемпе журналисчӗсем, тава тивӗҫлӗ учителӗсем пулассине, конкурса тӑратнӑ ӗҫсене вӗсем пӗрремӗш тапхӑрта пӑхса тухса хак парассине, чи лайӑх та паха хайлавсен авторӗсене иккӗмӗш тапхӑра Шупашкара килме чӗнессине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен ӑш-чикӗ ку таранччен те элекпе кӗвӗҫӳрен, саморекламӑпа ҫӑткӑнлӑхран, вӑрттӑн ҫыртас йӑларан тасалса ҫитменнинчен, вӗсем уҫҫӑнах икӗпитлӗн явкалланинчен хытах тӗлӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Чӑваш писателӗсемпе композиторӗсем йӗлтӗрҫӗ-ударниксене хисеплесе юрӑ ҫырас тӗллевпе конкурс ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Вӑл чӑваш писателӗсемпе вӗсен произведенийӗсем ҫинчен, эпӗ хамӑр художниксемпе вӗсен картинисем ҫинчен каласа кӑтартаттӑмӑр.

Он рассказывал о чувашских писателях и их произведениях, я о наших художниках и их картинах.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Час-часах чӑваш писателӗсемпе пӗрле е пӗччен — колхозсемпе совхозсене, шефа илнӗ хуҫалӑхсене тухса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех