Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр-пӗринпе тем пирки пикенсех пӑшӑлтатса калаҫни, тетрадьсем чӑштӑртатни, вӑрӑм саксем чӗриклетсе хускални класс пӳлӗмӗсенче темле чӑтӑмсӑр та хаваслӑ шӑв-шав пулса янӑраса тӑчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сӗтел хушшинче пикенсех ҫырса, ӗҫлесе ларатӑп.
Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.
— Акӑ ман, — пикенсех кӑтартатӑп арӑма тӗп-тӗрлӗ пичет ҫапнӑ хута, — маршрут листи пур, кур, ӑҫта-ӑҫта пулнине, мӗн-мӗн тунине йӑлтах паллӑ тунӑ унта.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Ун пек тусан, сулахай енчен килекен тепӗр машина сана хыҫалтан ҫапса ӳкерме пултарать, — пикенсех ӑс парать милиционер.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Эпӗ пикенсех ҫырса шутлатӑп.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Чӑн та, хӗрарӑм пикенсех ун шӑпи ҫинчен калама васкарӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Шупашкарпа Улатӑрта пикенсех хула хӳмисене купалаҫҫӗ.
6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Сан ирӗкӳ, государь», — тесе хучӗ те, ман сӑмахӑм ҫак кӑна тенӗ пек, пикенсех ҫиме тытӑнчӗ.
5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫынсем пикенсех ӗҫлеҫҫӗ кунта, эс пахчара хӗрпе ейкеленсе тӑратӑн-и-ха?
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Паянхи кун хуҫалӑхсем пикенсех куккурус пуҫтарса кӗртес, ҫӗрулми кӑларас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ, кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ, кӗр тыррисем акаҫҫӗ.
Хирсем пушанса пыраҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/
Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх кооперативӗнче пикенсех куккурус выраҫҫӗ.
Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/
— Эсир пикенсех ҫӑпата тӑватӑр курӑнать?
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӗн эсир мана пикенсех вӑрҫатӑр?
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анушки ӑҫти иккенӗ паллӑ-ха, вӑл пикенсех вӗренет пулӗ, Карачӑмӗ вара комсомолец мар-шим?
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман пикенсех ӗҫлет, хӑй ҫав вӑхӑтрах колхозри ӗҫсем ҫинчен ыйта-ыйта пӗлет.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗтӗм халӑх хӗрсе ӗҫленӗ, пикенсех ыранхи учӳке хатӗрленнӗ вӑхӑтра ламран лама хыпар сарӑлчӗ: яла Урасмет килнӗ.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Таркӑнсем тунӑ-и ӑна, сунарҫӑсем-и — пӗлме хӗн, анчах унта кирек мӗнле усал ҫанталӑкра пырса кӗрсен те — хӗлле-и, ҫулла-и — канма кӗнӗ темиҫе сунарҫӑ пикенсех халап янине е пӑсланса тӑракан тутлӑ какай шӳрпи ҫинине, е тата пӗр-пӗр аманнӑ ҫын хӑйӗн суранӗсене ҫыхнине курма пулать.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Специальноҫӗ унӑн — ют кӗсьене пушатасси, ҫавӑнпа та Нӑйӑлти тӑтӑшах чиркӗве ҫӳрет, стариксемпе карчӑксен хушшине кулянуллӑн тӑсӑлса выртать те пикенсех пуҫ ҫапать, тӑрӑшсах кӗлӗ тӑвать, угодниксен умне ҫурта лартать, ҫав хушӑрах илӗртекен мӑкӑрӑлчӑк кӗсьеллӗ кӗрӗксемпе салопсен ҫумнех йӑпшӑна-йӑпшӑна куҫма та манмасть.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.
Ку ӗҫре пӗлменни ҫук пулин те, Крапивин хаҫатра ҫырнине пикенсех вулама тытӑнчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Командирӗ пикенсех тем ыйтать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.