Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пахалӑхне (тĕпĕ: пахалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑха паракан социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатмалла, ҫакна тӑвас тесен вара социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен сферӑра конкуренци хутлӑхне йӗркелемелле.

Необходимо повысить качество оказываемых населению социальных услуг, а для этого нужно создать конкурентную среду в сфере социального обслуживания.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӑл ҫул-йӗр ӗҫӗсене мӗнлерех пурнӑҫланине те, унӑн пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрассине те вӑйлатма май парать.

Это позволит усилить контроль за ходом и качеством дорожных работ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Проектсене пӑхса тухассин шайне тата вӗсене пурнӑҫланин пахалӑхне ӳстерес шутпа республика Правительстви умне Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче проект управленийӗн тытӑмне пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеттерессине тивӗҫтерме тӗллев лартатӑп.

Ставлю задачу перед Правительством республики обеспечить четкое функционирование системы проектного управления в органах исполнительной власти Чувашской Республики в целях повышения уровня проработки и качества реализации проектов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫакӑ пӗлӳ пахалӑхне лайӑхлатма кӑна мар, ҫамрӑксен хушшинче ӗҫ профессийӗсен ят-сумне ӳстерме те пулӑшӗ.

Это позволит повысить не только качество образования, но и престиж рабочих профессий среди молодежи.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫакӑ ҫынсене кӳрекен медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑрмаллах ӳстерме, сывӑ конкуренци йӗркелеме, ҫапла вара, юлашкинчен, пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма май парать.

Это позволит существенно увеличить объемы оказываемой медицинской помощи, создать здоровую конкуренцию и, как результат, повысить качество услуг.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Больницӑн тӗп тухтӑрӗ Елена Майорова пӗлтернӗ тӑрӑх — медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстермешкӗн конкретлӑ мерӑсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кашниех хӑйӗн тӗллевне - халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатассине - пурнӑҫлас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тума пултарнине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Халӑха пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене васкавлӑн татса парасси, муниципалитетсенчи пурнӑҫ пахалӑхне тата унӑн шайне ӳстересси, эппин обществӑри ҫирӗплӗх те, шӑпах ҫынсене ҫывӑхрах тӑракан ҫак шайри влаҫ представителӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхӗнчен килет.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ӑна епле тултарнине, юсав пахалӑхне республикӑн Ҫуртсене тӗпрен юсассипе ӗҫлекен фонд тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кун пек условисенче вӗренӳ пахалӑхне ӳстернипе пӗрлех ҫамрӑксен хушшинче рабочи профессийӗсен ят-сумне ҫӗклеме май килӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хуҫалӑхсен пучах биотытӑмӗн пахалӑхне упраса хӑварма май паракан технологи ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пирӗн ӑсчахсен новаторла идейисем тата пысӑк открытийӗсем Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономикине малалла кал-кал аталантармалли, республикӑри халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатмалли никӗс пуласса шанса тӑратӑп.

Уверен, новаторские идеи и фундаментальные открытия наших ученых станут основой дальнейшего динамичного социально-экономического развития Чувашии, повышения качества жизни населения республики.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Сӗт сутакансемпе килӗшӳ тунӑ, пахалӑхне тӗрӗслетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

24 уйӑхра унти халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ, планри те нумай-ха.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне, ҫурт-йӗр фончӗн объекчӗсене тытса тӑрассин тухӑҫлӑхне, инфратытӑма лайӑхлатас, управляющи организацисен ӗҫне тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатас, картишсен территорийӗсене хӑтлӑх кӳрес тӗлӗшпе тимлӗх пысӑк.

Серьезное внимание уделяется повышению качества жилищно-коммунальных услуг, эффективности управления объектами жилищного фонда, улучшению инфраструктуры, усилению контроля за деятельностью управляющих организаций, благоустройству дворовых территорий.

Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Ҫавӑн пекех вӑл, вӑхӑт пуррипе усӑ курса, сӗт пахалӑхне тӗрӗслемелли прибора та кӑтартрӗ.

Также, пользуясь свободным временем, он показал прибор для проверки качества молока.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чӑваш Енре судпа айӑпланнӑ ҫынсене кӳрекен медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатасси, вӗсене пӗлӳ илме пулӑшасси, ҫавӑн пекех хупса усракан вырӑнсенчен ирӗке тухнӑ граждансене реабилитацилесси тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхаҫҫӗ.

В Чувашии особое внимание уделяется повышению качества медицинского обслуживания, оказанию содействия в получении образования осужденным, а также реабилитации и социальной адаптации граждан, освободившихся из мест лишения свободы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/

«Чӑваш Республикин сывлӑх профильне» туса хатӗрленӗ, вӑл халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевлӗ общество аталанӑвӗн стратегине палӑртать.

Разработан «Профиль здоровья Чувашской Республики», который определяет стратегию развития общества, направленную на улучшение качества жизни населения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Эпӗ должноҫри ҫынсене медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерни тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх памалли тытӑма лайӑхлатни, вӗсем пирки официаллӑ тӗрлӗ мероприятире нумай калаҫаҫҫӗ, пӗртен-пӗр тӗллев пулманнине шута илме ыйтатӑп.

Я обращаю внимание должностных лиц на то, что повышение качества медицинской помощи и совершенствование системы социальной защиты населения, о которых так много говорится на различных официальных мероприятиях, не являются самоцелью.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫавӑн пекех сӗт туса илекен килти хушма хуҫалӑхсемпе, вӗсем паракан сӗт пахалӑхне шута илсе, тӳлесе татӑлмалли тухӑҫлӑ тытӑма 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса хума хушатӑп.

Также поручаю до 1 июля 2015 года создать эффективную систему расчетов с личными подсобными хозяйствами, производящими молоко, при которой будет учитываться качество сдаваемого продукта.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех