Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниҫтинчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинӗс унта тӗксӗм те пӑтранчӑк, анчах ниҫтинчен те тухӑҫлӑ.

Море там невеселое, мутное, но урожайное, как нигде в мире.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Кашкӑра йытӑсем тип ҫырма вӑта варринчен, ниҫтинчен те ытларах юмансемпе, ҫирӗксемпе чӑтлӑхланса ларнӑ вырӑнтан, хӳтерсе кӑларнӑ имӗш.

Волка собаки, как видно, отбили от сердцевины буерака, особенно густо заросшей дубом и ольхами.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кунта арҫынпа хӗрарӑм ниҫтинчен те ытларах ҫывӑхланаҫҫӗ, ҫав ҫыхӑнуран питӗ асӑрханмалла.

При которых допускается самая большая и опасная близость между мужчиной и женщиной.

XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Пӗтӗмӗшле явленин питех те пӗчӗк йӗрӗсем кунта ниҫтинчен те ытларах палӑрмалла, ҫак вӑл ӑспа ӑссӑрлӑх хутӑшнӑ явленин йӗрӗсем пулнӑ пирки никам та иккӗленме пултараймасть.

Тончайшие черты общего явления должны выказываться здесь осязательнее, чем где бы то ни было, и никто не может подвергнуть сомнению, что это именно черты того явления, которому принадлежат черты смешения безумия с умом.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку хулара ҫӳлӗ ҫуртсем, ниҫтинчен ытла, пӗлӗте ҫӗртен аякка тӗксе уйӑрса янӑ.

Высота домов в этом городе оттолкнула небо дальше от земли, чем где-либо.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Анчах ҫынна тӗрмере сивлени, йышӑнманни — ниҫтинчен те хӑрушӑрах.

А отверженность в тюрьме много страшнее, чем где бы то ни было.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех