Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫын хыҫҫӑн пӗр утӑм та юлмасть, умӗнчи лав ҫине хӑпарса каяс пек мӑшлатса пырать.
Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ох, шӑрӑх паян, — йывӑррӑн мӑшлатса сывлать врач.
Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.
Ҫаплах вӑл сӑмса витӗр мӑшлатса сывлать, куҫлӑхӗ ҫине вӗрсе тепӗр хут сӑтӑрать.
Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.
Сӑмси витӗр мӑшлатса чирлӗ ҫын пек йывӑррӑн сывлать вӑл.
Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.
Пуп ним чӗнмесӗр мӑшлатса ҫырнӑ.
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
«Сирӗнпе кантуртан килнӗ ҫын калаҫать, эсир ӗне пек, ҫӗрте мӑшлатса выртатӑр.— С вами человек из волости разговаривает, а вы, как быки, лежа мычите.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗҫех мӗскӗн ӗне пуҫӗ курӑнать, хай те мӑшлатса сывласа ярать.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Мӑкӑртатса, мӑшлатса, Аптӑраса ларать вӑл: «Мӗнле вара ку паян? — Хӑй ӑшӗнче ыйтать вӑл, — Халичченех ҫынсене Юмӑҫ пӑхса параттӑм, Суя сӑмах суяйса Улталаса яраттӑм.
Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Мӑкӑртатса, мӑшлатса, Ҫӑпатине сапласа Ларнӑ ҫӗрте сисмен те, Ҫын килнине пӗлмен те: Уҫӑ алӑк умӗнче Карчӑк тӑра парать-мӗн, Кӑвак ҫӳҫлӗ старике Ӑшӑ сӑмах калать-мӗн.
Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ача мӑшлатса, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса пукан йӑтса пычӗ, анчах ӗҫӗ пур пӗрех ӑнӑҫлӑ пулмарӗ.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эсселям-мегеляйкум! — терӗ вӑл мӑшлатса тата пурин ҫине те куҫ айӗн пӑхса.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Халь ӗнтӗ вӑл мӑшлатса ҫеҫ ларчӗ, нимӗн те чӗнмерӗ, никама та вӑрҫмарӗ.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл пӗр урине теприн ҫине виҫ кӗтеслӗн хуҫлатса, ҫӳлти чӗр куҫҫине шуранка черчен аллисемпе тытса ларать, мана кӑштах мӑшлатса тӗсет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ ӑна пӗр ҫулталӑк тӑршшӗнче тӳлесе татмашкӑн ҫыру тивӗҫлӗхӗ парасшӑнччӗ, вӑл вара, выльӑх, мӑшлатса ҫеҫ тӑчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пэд ӳсӗрпе пӗрех; кӑмӑллӑн мӑшлатса юрӑ ӗнӗрлеме хӑтланчӗ, анчах унӑн чирлӗ карланкинчен хӑрӑлти ӳлевсӗр пуҫне нимӗн те тухмасть; карланки, ӑнланмалла, юрра-кӗвве пачах та хӑнӑхман, ку — манаха утӑ ҫиме вӗрентни манерлех.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Анчах витере ӗне лӑпкӑн мӑшлатса сывланисӗр тата лаша урине улӑштарнӑ чухне хӑма урайне тӑк-так тутарса илнисӗр пуҫне нимех те илтӗнмерӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешӗ кӑмӑлсӑррӑн мӑшлатса илчӗ, анчах Калюков шӑтарас пек пӑхнине курчӗ те шалти кӗсйинчен енчӗк туртса кӑларчӗ, икҫӗр тенкӗ шутласа илчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Урамра кунӗпе чупса ывӑннӑ йӑмӑкӗ мӑйран ыталаса илчӗ те лӑпкӑн мӑшлатса ҫывӑрса кайрӗ.Сестра, уставшая целый день гулять по улице, обняла за шею и уснула спокойно сопя.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ачашшӑн мӑшлатса тӗлӗрекен Маринене чылайччен пуҫӗнчен ачашласа выртрӗ Аня.Аня долго ласково гладила по голове счастливо дремлющую Марину.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Вӑл мӑшлатса сывла пуҫлать, анчах Ивана хирӗҫ чӗнмесӗр ирттерет те — ӑҫта-ши кунта провокаци, тесе шухӑшла пуҫлать.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.