Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫтаппан мӑшлаткаласа ларчӗ те ура ҫине тӑчӗ, арӑмӗ патне пырса, ӑна хул айӗнчен тытрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Лешӗ, мӑшлаткаласа, урисене ҫурма тӑлланӑ пек явкаласа пусса, пациент патне тӳнкки-тӳнкки пычӗ те: — Ӑҫта ыратать? — тесе мӑклатрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Сиккелет, пӗчӗк сӑмсипе мӑшлаткаласа, нӑш-нӑш шӑршлакаласа ҫул ҫинче тӗл пулан ӑпӑр-тапӑра пахалать, тем тутли тупӑнсан, «дегустаци» те тукалать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Павӑл мӑшлаткаласа сывласа, ҫулма чарӑнчӗ те, вӑр-вар ҫаврӑнса, каярах юлнӑ, ярӑнса ҫулакан Ленӑна хӑйӗн куҫ ытамне илчӗ, пӗр авӑк унпа киленсе тӑчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Мӑшлаткаласа, сӑмсисемпе нӑшлаткаласа, юр ашса, тӗмеске тӑррине мӗшӗлтисем чакаланкаласа, ҫӑмӑллисем вашкӑнса хӑпараҫҫӗ те пӗрисем урисемпе, теприсем купарчисем ҫине ларса, виҫҫӗмӗшӗсем пӗр-пӗринпе «пуйӑсланса» ҫыхӑнса, айкашса, ихӗрсе, лӑри-лари, ҫӑри-ҫари ҫуйхашса ярӑнса, аялалла вайкӑнаҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӑшт мӑшлаткаласа ларнӑ хыҫҫӑн турхан хушса хучӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗр кана ҫӑпатине тума пӑрахса, вӑл чӗлӗмне чӗртет, мӑшлаткаласа туртать.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вара пӗр чашӑкран тӑвар илчӗ те йӗпеннӗ вырӑна мӑшлаткаласа шӑлчӗ.И высыпала на мокрое место соль из солонки, недовольно сопя.
Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ашшӗ ӑна ҫенӗке чышса кӗртрӗ те, коридор тӑрӑх тӗртсе пырса, хӑйӗн пӳлӗмне кӗртсе алӑка хупса хучӗ, хӑй, мӑшлаткаласа, кӗтесрен кӗтессе уткалама тытӑнчӗ, — ҫилленнӗ чухне вӑл яланах ҫавӑн пек утса ҫӳренӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Часах Гек мӑшлаткаласа илчӗ, йӑл кулчӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Петро, кӳреннӗ пек мӑшлаткаласа тата ҫине-ҫинех сура-сура пӑрахса, сӑмах та чӗнмерӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Феона пырать те, йӗрӗнчӗклӗн мӑшлаткаласа, аллисемпе ҫивӗччӗн сулкаласа, сӗтел ҫывӑхне пӗчӗк кавир сарса пӑрахать.Приходит Феона и, фыркая, резко махая руками, расстилает окола стола коврик.
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Биденко ним те чӗнмерӗ, никам ҫине пӑхмасӑрах мӑшлаткаласа ларчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1