Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлӗ пӗсехеллисен йӗрки какаласа, дистанцие тытса таврӑнатчӗ, Шарик чаплӑ кӗтӳҫӗ пек мӑнкӑмӑллӑн хыҫалтан лӗпсӗртететчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӗр ун ҫине пӗр самант кӳренчӗклӗн пӑхса тӑчӗ, унтан мӑнкӑмӑллӑн утса йывӑҫ тӗмисем хушшинче ҫухалчӗ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Вӑл, уҫӑлма тесе, тулалла тухасшӑнччӗ ҫеҫ — ун ҫумне Меркури куҫса ларчӗ те ӑна мӑнкӑмӑллӑн ҫурӑмӗнчен ҫапса илчӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ав, мӗн чухлӗ машина иртет!» — тенӗн ҫеҫ ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн та ӗҫлен.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Урам варрипе танлӑн утса иртесшӗнччӗ, ҫынна тӗл пулсан, мӑнкӑмӑллӑн калаҫса тӑрасшӑнччӗ, яланхи пек пӑтӑр-патӑр, ҫӑтӑр-ҫатӑр, васкаса-хыпӑнса мар, ҫирӗп сасӑпа шутлӑ та татӑклӑ калаҫасшӑнччӗ Тимуш.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Чи кирли — объекта туса лартни, — мӑнкӑмӑллӑн хускалса илчӗ Турунов.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӗр каскӑна илчӗ те ун ҫине шурӑ сӑрӑпа «Тракторострой» тесе ҫырнине каҫӑрӑларах тӑрса, сассине мӑнкӑмӑллӑн хӑпартса, сыпӑкӑн-сыпӑкӑн вуларӗ: «Трак-то-ро-строй».
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл аллисене пилӗк ҫине хучӗ, каҫӑрӑларах ларчӗ, ҫапла Володя арӑмне ун илемӗнчен тӗлӗннине пытармасӑр, ӑна пирвайхи хут курнӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑйне те начара хумасӑр, мӑнкӑмӑллӑн сӑнаса ларчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Тата виҫ-тӑваттӑ йӑтма та пулать те, ытлашши хушмаҫҫӗ, — терӗм мӑнкӑмӑллӑн.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Сюльдяшов хӑйне мӑнкӑмӑллӑн тытрӗ-ха.
Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Якур хӑйне яланах мӑнкӑмӑллӑн та тӳрккес тытатчӗ, ӑнланмалла мар сӑмахпа перкелешетчӗ: вырӑсла вӑйлӑ хумханас тессине ажиотаж, хаклӑ чула — гемма, мӗне те пулин тӗпчес, пӗлес тесе каламалла чухне — зондировать, маскировка вырӑнне — камуфляж, юлташ вырӑнне — камрад тетчӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Анчах хӑюллӑ та ҫирӗп чунлисен юрринче эс яланах ирӗклӗхе, ҫутталла мӑнкӑмӑллӑн чӗнекен чӗрӗ тӗслӗх пулӑн…»
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Ҫук укҫа, — хулӑн, ыйхӑллӑ сассипе тӳнкӗр-тӳнкӗр иртекен пуш грузовике аса илтерсе, мӑнкӑмӑллӑн, ҫамрӑк вӑкӑр пек «мӗкӗрсе илчӗ» ҫакскер, клиентсем ҫинелле симӗсленнӗ паранкӑ тӗслӗ мӑчӑлти куҫне мӑкӑль-мӑкӑль ҫавӑркаласа сапаласа.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Салам ҫӗнӗ мастера! — темӗнле мӑнкӑмӑллӑн каларӗ вӑл.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Мӑнкӑмӑллӑн утса ҫӳрекен шап-шурӑ мӑнтӑр чӗпӗсем ҫине пӑхсан, салхулланнӑ хӗрсен кӑмӑлӗсем уҫӑлчӗҫ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Малтантарах тухнӑ чӗпписем кайран илсе пынисем ҫине мӑнкӑмӑллӑн, пуҫӗсене каҫӑртса пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, эсир тата ӑҫтан сиксе тухрӑр тенӗ пек, хулӑнлана пуҫланӑ сассисемпе кӑмӑлсӑррӑн кӑкӑлатса илчӗҫ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Нимӗҫ мӑнкӑмӑллӑн кулса илчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вара Володя похода кайма хатӗрленнӗ салтак пек мӑлатукне хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те, пуҫне мӑнкӑмӑллӑн каҫӑртса, революци пулнӑранпах Бессараби ҫыннисен чунӗсенче упранакан юрӑ кӗввине шӑхӑрма пуҫларӗ:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл мастерской тӑрӑх мӑнкӑмӑллӑн утса ҫӳрерӗ, юлташӗсем патне пырса чарӑнса тӑчӗ, ӗҫе мӗнлерех тунине хакларӗ, вара, хӑйне пысӑк та ответлӑ ҫын пек кӑтартса, малалла иртрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ланкашкаллӑ вырӑнсенче чуна кӑларасла силлентернине пӑхмасӑрах Фабиан господин кӳме ҫинче яланхи пекех мӑнкӑмӑллӑн, пуҫне каҫӑртса, кӗлеткине тӳрӗ тытса ларса пыма тӑрӑшрӗ; ун ҫине пӗрре пӑхсах вӑл хӑйне хӑй ытти ҫынсенчен йӗрӗннӗ пек тыткалани сисӗнет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.