Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унран вӑл ӗсӗклесе макӑрасса, тилӗрсе кулянасса никам та кӗтмест, пач урӑхла — чӑннипех пулма тивӗҫлӗ ҫак туйӑмсем, унӑн характерӗн тӗлӗнмеллерех туртӑмӗсене пула, ун тӗлӗшпе иккӗленӳ ҫуратӗччӗҫ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Макӑрасса куҫҫулӗпех макӑрать-ха вӑл, чӗререн пек калаҫать.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпӗ макӑрасса ҫитрӗм пулас, хам ҫаплах-ха: — Мӗншӗн? Мӗншӗн? — тетӗп.
Анне хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Ҫав этем Власова макӑрасса, ӳпкелешессе, йӑлӑнасса кӗтсе тӑнӑн туйӑнчӗ.Власовой казалось, что этот человек ждет ее слез, жалоб и просьб.
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хуркайӑкӑн хул пуҫҫийӗсем майӗпенрех чӗтренчӗҫ ӗнтӗ, вӑл месерле ҫаврӑнчӗ, макӑрасса ҫаплах макӑрчӗ-ха, анчах куҫӗсем куҫҫуль витерех кулма тӑрӑшрӗҫ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Володя амӑшӗ макӑрасса, ашшӗне хӑвӑн ирӗкӳпе ҫар флотне ан кай, тесе ӳкӗтлессе кӗтнӗскер, халӗ амӑшӗн темпе витӗннӗ пек курӑнакан тӗксӗмленнӗ сӑн-пичӗ ҫине сума суса, юратса пӑхать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эсӗ ывӑнсан, эпӗ пӗччен каятӑп та унсӑрӑн тухмастӑп: вӑл эпӗ ыйтнине итлетех; унӑн виллине курас пулсан, эпӗ питӗ хурланса макӑрасса пӗлетӗп.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Айккинчен кӗҫӗтни, — терӗ Пелагея Ивановна ун сӑмахне пӳлсе, — хыпар илтессине пӗлтерет; куҫхарши кӗҫӗтни — макӑрасса; ҫамка — пуҫ таясса; сылтӑм енчен кӗҫӗтни — арҫын килессе, сулахай енчен — хӗрарӑма курасса; хӑлха кӗҫӗтни — ҫумӑр пуласса, тута — чуптӑвасса, усси — кучченеҫ ҫиессе, чавса — ҫӗнӗ вырӑнта ҫывӑрасса, ура лаппи кӗҫӗтни ҫула тухасса пӗлтерет…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1