Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтнӗ (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем упӑшкипе Ванюшӑн ҫак каҫ хӗр вӑрласа кӗрес шухӑшне малтанах пӗлсе тӑнӑ пулас, каҫхи хӑнасене кӗтнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кӑна упӑшки каялла таврӑнасса кӗтнӗ пек пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл каҫ ҫамрӑк мӑшӑр, тахҫантанпа кӗтнӗ тӗлпулу ҫитнишӗн савӑнса, ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫантанпа кӗтнӗ ҫӗнтерӳ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавна кӗтнӗ пекех, пӗтӗм ял вӑранчӗ, тавралӑх чӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫавна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр ушкӑн ача, ҫавна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн, икӗ ҫырма пуҫӗ еннелле кӗпӗрленсе шкул пахчинчен самантрах тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мӗн-ма тесен Ванюк унта темиҫе хутчен те кӗтӳ кӗтнӗ, тапӑра аннӑ, выртса та ҫывӑрнӑ, вылянӑ, ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чукотски тинӗс ҫинче лӑпкӑ, уяр кунсем пулассине пурте темӗн пекех кӗтнӗ.

Все с нетерпением ждут ясных и тихих дней на Чукотском море.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫакна кӗтнӗ суя чапҫӑ ҫийӗнчех шӗлепкине кӑшт ҫӗклесе сӑпайлӑн пуҫ тайса илчӗ.

Честолюбец снял шляпу и скромно раскланялся.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тӳсӗмсӗррӗн кӗтнӗ саманта татах кӗтме тивни ӑна хытах пӑшӑрхантарчӗ.

Жаль, что тут не поглядишь на заход солнца, когда хочется!

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хырӑмӗ ҫинче шуса шӑтӑк хӗррине ҫитнӗ те сывламасӑр выртнӑ, шывран тюлень тухасса кӗтнӗ.

Подкравшись на животе к самому краю, он лег, затаив дыхание, и стал ждать, пока выйдет из воды тюлень.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫанталӑк пӑсӑлассине кӗтнӗ чух пӗр самолет та аэродромран вӗҫсе хӑпармасть.

Ни один самолет не поднимается с аэродрома, когда ожидается непогода.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пит кӗске самантра вӑл Павлик леш каҫхине, Завьялов Лизӑна кӗтнӗ чух, хӑй вокзала кайма васканӑ вӑхӑтра епле ачалла айван ыйту панине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ, ҫӗнӗ инструкторӑн докуменчӗсене ҫӗнӗрен майлаштармалла пулсан, Симонюк Завьялов тинех хӑйӗнпе калаҫма тытӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манран ҫавӑн пек тӗл пулу тума ыйтасшӑн кӗтнӗ вӑл эпӗ больницӑран таврӑнассине.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Результатсем мӗнле пулассине пӗтӗм институт кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗлӳ кунне пуринчен ытларах пӗрремӗш класс ачи Виолетта кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

«Эсӗ ытла пур чухне те чакалама кирлӗ ҫӗре чакаламан, ытла яланах ху кӗтнӗ пек калча шӑтарса ӳстереймен», — ҫаплах лӑпланмасть леш ҫын.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тен, вӑл мана тахҫантанпах кӗтнӗ, кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех