Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтнӗ (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтнӗ Ҫӗнтерӗве Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑр ентеш-салтаксемпе пӗрле ҫывхартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве пӗрле ҫывхартатпӑр // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bd%d ... bfa%d1%80/

Ял халӑхӗ тахҫантанпах кӗтнӗ суту-илӳ ҫуртне рабочисем виҫӗ уйӑхра хӑпартса хута яма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bde- ... 3c%d0%bda/

Ачасем ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн, самант строй пӑсӑлчӗ, шӑв-шав ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ҫимун пичче, — терӗҫ хӗрсем, тахҫан кӗтнӗ савӑнӑҫлӑ кун ҫитнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаша туянма укҫи пулман, ҫавӑнпа вӑл кӑвак хуппи ҫуталасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле ӑсатнӑ, ҫаплах кӗтнӗ иккен эс мана, Сантӑркка…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ тапрансанах Совет ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсем пӗр-пӗринпе йытӑпа кушак пек ҫапӑҫса каясса кӗтнӗ вӑл, анчах совет ҫыннисен туслӑхӗ, хӑвӑр куратӑр, вӑрҫӑра тата ытларах ҫирӗпленет!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн тӑвӑпӑр-ши ӗнтӗ, пӑяхам? — лешӗ тем те пӗлнӗ пек, унран ҫӑлӑнӑҫ кӗтнӗ пек, Хумкка куҫӗнчен пӑхса тӑчӗ Таттуҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аптрарӑм ӗнтӗ хам та, — пуҫӗ ҫине кӗтмен хӑрушлӑх йӑтӑнса анасса кӗтнӗ пек, тинех хыпӑнса ӳкрӗ Маркка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Самай вӑхӑт кӗтнӗ хыҫҫӑн тӳсеймерӗ, Миххана шырама тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ку хыпара малтанах кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурте эпир кӗтнӗ пек пулӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку телей килессе мӗн таран кӗтнӗ эпӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумайранпа кӗтнӗ кун ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ырӑ хӑна килессе кӗтнӗ чухнехи пек, пӳлӗме тасатма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богдановпа крючниксем Ҫтаппан тухасса вестибюльре кӗтнӗ май ҫӳлти хутра темӗнле ҫуй-шав тата ура сассисем кӗмсӗртетнине илтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрешекенсем, ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ пек, пӗр харӑс Богдановпа Ҫтаппан ҫинелле ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ пек, хура маска аллине хӗстерсе илчӗ те тепӗр аллине ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑпах ҫавӑн пек самантра эсир ӗмӗтленекен компанисенче тахҫанах кӗтнӗ ваканси тупӑнать.

Именно в такие моменты появляются долгожданные вакансии в компаниях вашей мечты.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӳрех майлӑ пуласса кӗтнӗ пулӗ те вӑл, анчах пирӗн калаҫу пӑтӑрмахлӑ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех