Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтнӗ (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗкӗтсем вара, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, хӑйсене килӗшекен хӗрсене киле ӑсатма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫав ӗҫсене тума ашшӗпе амӑшӗ, укҫа-тенке хытӑ алӑпа тытаканскерсем, ӑна самаях пуҫтарнӑ, ывӑлӗ ҫартан таврӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Кӗтнӗ чухне ҫеккунт та минут пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Сан бригадунта мӗнле те пулин пӑтӑрмах сиксе тухасса та кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юлашкинчен, кӗтнӗ вӑхӑт ҫитрӗ-ҫитрех.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла, бригада мала тухайманни самаях пӑшӑрхантарчӗ пулин те, кӗтнӗ туй савӑнӑҫлӑ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитонович директор каласа пӗтерессе ҫеҫ кӗтнӗ пулас, тӳрех ырласа сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Подоприхин, урапа ҫине ларма ӗлкӗрнӗскер, кӗтнӗ сасса илтсе, хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сунман, анчах тахҫантанпах кӗтнӗ хут.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ, тинех тахҫантанпа кӗтнӗ хыпар ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ кӗтнӗ ҫав сӑмахсене, ҫав вӑхӑтрах хӑранӑ та.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем упӑшкипе Ванюшӑн ҫак каҫ хӗр вӑрласа кӗрес шухӑшне малтанах пӗлсе тӑнӑ пулас, каҫхи хӑнасене кӗтнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кӑна упӑшки каялла таврӑнасса кӗтнӗ пек пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл каҫ ҫамрӑк мӑшӑр, тахҫантанпа кӗтнӗ тӗлпулу ҫитнишӗн савӑнса, ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫантанпа кӗтнӗ ҫӗнтерӳ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавна кӗтнӗ пекех, пӗтӗм ял вӑранчӗ, тавралӑх чӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫавна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр ушкӑн ача, ҫавна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн, икӗ ҫырма пуҫӗ еннелле кӗпӗрленсе шкул пахчинчен самантрах тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мӗн-ма тесен Ванюк унта темиҫе хутчен те кӗтӳ кӗтнӗ, тапӑра аннӑ, выртса та ҫывӑрнӑ, вылянӑ, ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чукотски тинӗс ҫинче лӑпкӑ, уяр кунсем пулассине пурте темӗн пекех кӗтнӗ.

Все с нетерпением ждут ясных и тихих дней на Чукотском море.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех