Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗсьене ярсан кӗсье пӑнкӑ-пӑнках.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Ҫапла эпӗ вӗсем ҫине пӑхса ларатӑп: арҫын ачан икӗ кӗсье, хӗрачан пӗр кӗсье, манӑн пуҫ уҫӑлма пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Нагана кӗсьере сакӑр ҫул чиксе ҫӳрерӗм, темиҫе кӗсье ҫӗтрӗм, ҫитет!Поносил наган в кармане восемь лет, подырявил карманов несчетно, а зараз хватит!
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пилотӑннипе штурман курсӗсем виҫӗ градуса уйрӑлчӗҫ те кӗсьесенчен портсигарсем, кӗсье хунарӗсем, зажигалкӑсем кӑларса пӑрахсан ҫулсем чиперех пӗрлешрӗҫ…
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кашни кӗпин темиҫе вӑрттӑн кӗсье пур.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Килте телефон пулманнипе (кӗсье телефонӗсем ун чухне пуян усламҫӑсен ҫеҫ пурччӗ) ирӗксӗрех ӗҫе кайма тиврӗ.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Эпӗ кӗсье календарӗнче юлнӑ салтак кунӗсене турта-турта сахаллатса пыма пуҫларӑм.
Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.
Ахальтен-им кӑткӑсем йышпа пурӑнаҫҫӗ, — тетӗп кӗсье тутрипе шывланнӑ куҫне шӑла-шӑла илекен ҫумра ларакан хӗрарӑма.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Унтан ҫав алӑсемех кӗсье патне туртӑнчӗҫ, куҫлӑх шырарӗ унта…
Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.
Ҫакна мӗнле ӑнланмалла; Пӗтӗм тӗнче Интернет уҫлӑхӗнче те, пӗр Урмаелсемшӗн ҫеҫ вӑл хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-шим; Апла пулсан вӗсен кӗсье телефонӗпе те усӑ курма пӑрахмалла.
Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/
— Юрамасть ҫара матрас ҫине выртма, — тесе, кондуктор кӗсье хунарне сӳнтерчӗ те, купе алӑкне хупса, пӑрӑнса кайрӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Ксюша хӑйӗн кӗсье укҫине минераллӑ шыв илме тӑкакларӗ.
Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628
Акцие хутшӑнакансем «шанӑҫ телефонӗн» номерне дневниксене ҫырса хунӑ, кӗсье телефонӗсенче упраса хӑварнӑ.
Шанӑҫ кунне уявланӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/
Эпир мамӑпа калаҫрӑмӑр та сире кӗсье укҫи пама шутларӑмӑр.
Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610
Волонтерсем пулӑшнипе сасӑланӑ чухне юнашар кӗсье телефонӗ пулни ҫеҫ пӗлтерӗшлӗ.
Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html
Вӑл шӑвакан чуна кӗсье телефонӗ ҫине сӑн ӳкерчӗк тӑвасшӑн пулнӑ.
Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067
Акӑ, нумаях та пулмасть пӗр кӗсье вӑрри тытрӑм…
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Хӑйне ҫав ҫулҫӑпа танлаштарнӑран Герасим Федотовичӑн туртас килни татах ҫивӗчленчӗ, ҫунман шӑрпӑк тупас шутпа кӗсье тӗпне тавӑра-тавӑра вӑл ватӑ юман ҫумне сӗвенчӗ, тарӑхнӑ качкипе, вӑйран кайнӑ нишлӗ ҫын хӑраххи, нӑч ҫыпҫӑнсах сӗвенчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленсе элеваторта шӑм-шак ватмалла мар пек — вӗсен ахалех кӗсье хулӑм пулмалла пек.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Кӗсье тулли хӗвелҫаврӑнӑш, тутӑрсемпе ҫыхса ҫӑкӑр, ҫӑмарта, кукӑль йӑтнӑ.
Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.