Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗр сăмах пирĕн базăра пур.
кӗр (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел анас умӗн озеровецсем сайра-хутра кӑна санитарнӑй машинӑсене тата пӗччен пыракан икӗ кустӑрмаллӑ урапасене тӗл пулкаларӗҫ, пӗтӗмпех тӗттӗмленсе ҫитсен вара, полк пӗр кӑшт ҫеҫ палӑракан, ҫын пачах та тенӗ пек ҫӳремен ҫулпа кӗр лӑскаса тӑкнӑ пысӑк хутӑш вӑрмана ҫитсе кӗчӗ.

Перед закатом озеровцам лишь изредка попадались санитарные машины и одинокие двуколки, а с наступлением полной темноты полк вступил едва заметным, почти непроезжим проселком в большой смешанный лес, обтрепанный осенью.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӗр, чунӑм, алӑкне уҫса кӗр, ак унӑн тӑпри, хӗрринчи…

Проходи, милушка, в калитку, вот его могилка, с краю…

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан типнӗ ҫапӑ-ҫатрака ҫинчи ҫерҫисене хускатса, картишпе тӑкӑрлӑкра ҫынсем кӗр те кӗр кулни янӑраса тӑчӗ.

И долго еще над двором и проулком висел разноголосый, взрывами, смех, тревожа и вспугивая с сухого хвороста воробьев.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Кӗр те кӗр», теҫҫӗ.

«Вступай да вступай», говорят.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗр, кӗр! — савӑнӑҫлӑн чӗнчӗ вӑл Федьӑна.

— Входи, входи! — радушно пригласила она Федю.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗрсем ӗнтӗ, кӗр!

Заходи, а?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: манӑн самолётсем йышӑнас ӗҫ пӗтсе пырать, начальниксем ман майлӑ пулсан, кӗр енне е хӗле кӗрсен ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ тылри кичем ӗҫрен хӑтарса фронта, полка ярасса шанатӑп, унта мана юлташсем манман-ха, эпӗ пырасса кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, терӗ.

В письме он сообщал: работа его по приемке самолетов движется к концу, и надеется он, что начальство пойдет ему навстречу и, может быть, к осени, а в крайнем случае зимой направит его с нудной работы в осточертевшем тылу на фронт, в полк, где товарищи его не забыли и ждут.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

9. Мана каларӗ: кӗр, вӗсен ҫакӑнта тӑвакан йӗрӗнмелли ирсӗр ӗҫӗсене кӗрсе кур, терӗ.

9. И сказал мне: войди и посмотри на отвратительные мерзости, какие они делают здесь.

Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Хӗрарӑм алӑкран кӗрсессӗн, ун ури чӑштӑртатнине илтсе, Ахия каланӑ: кӗр, Иеровоам арӑмӗ; мӗншӗн-ха тумтирне улӑштарса тӑхӑнтӑн?

6. Ахия, услышав шорох от ног ее, когда она вошла в дверь, сказал: войди, жена Иеровоамова; для чего было тебе переодеваться?

3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, кӗлӗ чатӑрне пуҫтарса ларт, 3. унта Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи ларт, саккун арчине чаршавпа карса хур; 4. сӗтел илсе кӗр, ун ҫине унӑн мӗнпур япалине лартса тух, унтан ҫутаткӑҫ илсе кӗр, ун ҫине лампадисене ларт; 5. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ларт, [пуху] чатӑрне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур; 6. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне кӗлӗ чатӑрне кӗмелли алӑк умне ларт; 7. кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ҫӑвӑнмалли савӑт ларт та унта шыв тултарса хур; 8. йӗри-тавра картиш туса ҫаврӑн, картишне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур.

1. И сказал Господь Моисею, говоря: 2. в первый месяц, в первый день месяца поставь скинию собрания, 3. и поставь в ней ковчег откровения, и закрой ковчег завесою; 4. и внеси стол и расставь на нем все вещи его, и внеси светильник и поставь на нем лампады его; 5. и поставь золотой жертвенник для курения пред ковчегом откровения и повесь завесу у входа в скинию [собрания]; 6. и поставь жертвенник всесожжения пред входом в скинию собрания; 7. и поставь умывальник между скиниею собрания и между жертвенником и влей в него воды; 8. и поставь двор кругом и повесь завесу в воротах двора.

Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хальхи вӑхӑтра сивӗ тӑни те кӗр тыррисене кирлӗ пек аталанма памасть.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Кӗр тыррисене иртнӗ ҫул 5754,4 га акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Ара, эс ҫук чухне килсе кӗр те, анчӑка ҫатӑрласа тытнӑ пек тытса, ачана ҫавӑрса ҫап хӑть, хӑть хама какӑртса хӑвар.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗр иртет те — хӗл ҫитет, Тесе паллӑ тунӑ-шим?

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗр кунӗ, Шишкин художник пек, йывӑҫсене, ав, епле тӑрӑшса сӑрлать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑх вӑрлакан ват тилӗ евӗр, Ҫу вӑхӑтне пытарчӗ сарӑ кӗр таҫта.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗр тӑвать машина, тапранса, чӑлтти-чалтти сиккелесе, темиҫе минутран куҫран та ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗр тыррисене — 2328 (45 процент), нумай ҫул ӳсекен курӑксене 6217 гектар ҫинче (72 процент) нӳрӗк тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Апрелӗн 25-мӗшӗ тӗлне, округӗпе илсен, кӗр тыррисен — 68, нумай ҫул ӳсекен курӑксен 62 процентне минераллӑ удобренисемпе апатлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

1008 гектар кӗр тыррисене, 1621 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене, 1076 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d1%85%d3%9 ... %87%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех