Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртмелӗх (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑнне те ыраша кӑшт ҫапнӑ та, пӑхса тухрӑм, питех сарӑплама кирлӗ мар пек-ха, ҫурла кӗртмелӗх пур.

У меня тоже маленько побило рожь-то, поглядел я, но чересчур горевать не стоит — серпом ее еще можно сжать.

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑй ытла хумханнипе чӗтренине курса, эпӗ ӑна вӑй кӗртмелӗх ром ӗҫме каларӑм, анчах вӑл ромне те ашшӗне пачӗ.

Видя, что он дрожит от волнения, я посоветовал ему подкрепить свои силы остатками рома, но и ром он отдал старику.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Ӗҫӳ малаллах пырать иккен-ха, ӑнса пырать — лешне ӑса кӗртмелӗх.

— Подвигается у тебя дело, подвигается, чтоб ему!

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ ҫырлахтӑр унпа, пролетарьятпа, анчах, купӑста яшкине тутӑ кӗртмелӗх ӗҫ кунӗ тӑрӑх какай е, калӑпӑр, сысна ҫӑвӗ памасан, эпӗ хӗл ларнӑ тӗле тӑсӑлса выртма та пит лайӑх пултаратӑп.

Бог с ним и с пролетарьятом, а ежли не будут на трудодни давать мясца или, скажем, сала, чтобы щи затолочь, то я к зиме очень даже просто могу протянуть ноги.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем тӗрлӗрен пӳлӗме илемлӗх кӗртмелӗх суйламалӑх пур.

Куҫарса пулӑш

Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

40 яхӑн вӗлле унта, килте те сад-пахча илемне кӗртмелӗх пур.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех