Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрекен (тĕпĕ: кӗреке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗнчере чӗр ҫын ҫине килсе кӗрекен хӗрарӑмсем те пур иккен!

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Ҫамрӑк хырлӑх хушшипе сӑрхӑнса кӗрекен хӗвел пайӑркисем кравать ҫине ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сипетсӗр Нюҫҫа, хӑй йышӑннӑ тӑрӑх, «юбка айне кӗрекен ҫӳллӗ туйӑмсене пула» такмак шутласа тупнӑ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Музейре ҫавӑн пекех Иранри шурӑ революци шутне кӗрекен экспонатсем вырнаҫнӑ, тӗрлӗ паллӑ картинӑсем, Коранӑн пӗчӗклетнӗ копийӗ пур.

В музее также представлены экспонаты, относящиеся к белой революции в Иране, представлены различные известные картины, уменьшенная копия Корана.

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Коллекцине кӗрекен 250 экспонатпа хӑй вӑхӑтӗнче фермерсем, тӗрлӗ ӗҫпе аппаланакансем, аристократсем тата чаплӑ ҫынсем усӑ курнӑ.

250 экспонатов коллекции использовались фермерами, разночинцами, аристократами и знатью.

Лек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... %B5%D0%BD)

Паҫӑр кӑна тӳсме ҫук хаваслӑхпа шыва кӗрекен пуянсен ачисене те хӗрхенсе тӑмасть: ҫӑтать те ҫӑтать, тӑраннине те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Контурлӑ карта ҫинче ҫаксене паллӑ тӑвӑр: Арал тинӗсне; Арал тинӗсне юхса кӗрекен шывсене; Кара-Богаз-Гол заливне; Кара-Кум пушӑ хирне тата Ташкентпа Ашхабад хулисене.

На контурной карте обозначьте: Аральское море; реки, впадающие в Аральское море; залив Кара-Богаз-Гол; пустыню Кара-кум, а также города Ташкент и Ашхабад.

Пушӑ хирсен зонинче промышленность епле аталанса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах чылай чухне ман командӑна кӗрекен ҫынсен ачисем чечен чӗлхине пӗлмеҫҫӗ.

Но бывает, что дети представителей моей команды не часто знают чеченский язык.

Кадыров тӳре-шаран ачи чеченла пӗлмесен ӑна ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36508.html

Патшалӑх политики тата Раҫҫей Ҫут ҫанталӑк министерствине кӗрекен сыхланакан вырӑнсене аталантарассипе ӗҫлекен департамент директорӗ Ирина Маканова сӑмахӗсем тӑрӑх, икӗ ҫӗршыв тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлени Раҫҫейри пӗртен-пӗр Беловежск зубрӗсене Пушкӑртстанра ӗрчетнипе ҫыхӑннӑ.

По словам директора департамента государственной политики и регулирования в сфере развития особо охраняемых природных территорий минприроды России Ирины Макановой, главным примером успешного взаимодействия стран в 2023 году стало восстановление единственной в России чистокровной беловежской популяции зубра в Башкирии.

Зубрсене ӗрчетес опыта тивӗҫлӗ хак панӑ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-10- ... an-3491033

Ку кунсенче Айрат Рахматуллин Бирск районне кӗрекен Силантьево ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Накануне Айрат Рахматуллин принял участие в торжественном открытии ФАПа в селе Силантьево Бирского района.

Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗсем уҫӑлӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-10- ... -l-3489900

Ҫавӑн пекех ҫарта пулнипе пенси ҫулне ҫитнӗ пенсионерсен тата вӗсен ҫемйисен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас тӗллевпе 2023 ҫулта асӑннӑ категорие кӗрекен ҫынсен пенси виҫине 10,5 процент индексациленӗ.

Также отмечается, что в целях повышения уровня пенсионного обеспечения военных пенсионеров и членов их семей в 2023 году произведена индексация военных пенсий на 10,5 процента.

Октябрь уйӑхӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ӗҫ укҫине ӳстерӗҫ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%A3%D0%BA%C3% ... er-3488292

Ҫав флажока хушӑк патне аяла тытар, вара тултан кӗрекен сивӗ сывлӑш ӑна пӳртелле варкӑштарать.

Поднесем флажок к низу щели — флажок будет вдуваться в комнату наружным холодным воздухом.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв юхӑмӗсене, вӗсен хӑвӑртлӑхне тата вӗсем ӑҫталла кайнине пӗлме пӑр айне вертушкӑсем антаратпӑр, тӗрлӗ тарӑнӑшра температура мӗнлине, пӑр витӗр кӗрекен хӗвел ҫути мӗн тери активлӑ пулнине виҫетпӗр…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унта мана Канаш лесничествине кӗрекен Сиккассинчи участок лесничествин производство участокӗн начальникӗ Николай Мурашкин илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/

Ҫӗрле шыва кӗрекен пӗр-пӗччен ҫын тинех ҫырана тухать те вӑрахчен пӗрре сылтӑм ури ҫинче, тепре сулахаййи ҫинче сиккелет.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Райком ҫуртне кӗрекен те, унтан тухакан та сахал.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче пулнӑ воин-ветерансен совечӗн округри председателӗ Н.И.Смирнов тата ветерансем вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗпе лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин саламланӑ, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансене обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл «Башкортостан» мотострелковӑй полкӑн составне кӗрекен Совет Союзӗн Геройӗн, генерал-майор Тагир Кусимов ячӗллӗ пушкӑрт батальонӗнчи медицина взвочӗн санитарӗ пулать.

Он служит санитаром медицинского взвода башкирского батальона имени Героя Советского Союза, генерал-майора Тагира Кусимова, который входит в состав мотострелкового полка «Башкортостан».

Пушкӑртри боец СВОра ҫар оркестрӗн солисчӗ пулса ӗҫлет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3416382

Шкул вӗренӗвӗн питӗ яваплӑ тапхӑрне кӗрекен аслӑ класра вӗренекенсене саламлатпӑр.

Поздравляем старшеклассников – выпускников, входящих в очень ответственный период школьного обучения.

Аван-и, шкул! // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ul-3415040

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех