Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Эй тӑвансем, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр!
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ялан кӗлтӑвӑр, кӗлӗре чухне сыхӑ пулӑр, тав тӑвӑр; 3. пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр — Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен ирӗккӗн каласа пӗлтерме патӑрччӗ; ҫав вӑрттӑнлӑх пирки эпӗ тӗрмере ларатӑп та: 4. ҫавна манӑн кирлӗ пек уҫҫӑн пӗлтермелле пултӑрччӗ.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кирек хӑш вӑхӑтра та эсир, хӑвӑра Сывлӑш хистенӗ пек, тӗрлӗ кӗлӗпе, йӑлӑнса чунтан-вартан кӗлтӑвӑр; яланах тӑрӑшса кӗлтӑвӑр; пур сӑваплӑ ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, 19. маншӑн та кӗлтӑвӑр: эпӗ вӗрентнӗ чухне Турӑ мана кирлӗ сӑмахсем патӑрччӗ, Ырӑ Хыпарӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен манӑн хӑюллӑн каласа парасчӗ.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 10. пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр; 11. тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр; 12. шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр; 13. йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр; 14. хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сывалас тесессӗн ҫылӑхӑрсене пӗрне-пӗри каласа парӑр, пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр: тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай пулӑшать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Симон ҫапла хуравласа каланӑ: эсир маншӑн Ҫӳлхуҫана хӑвӑр кӗлтӑвӑр — эсир калани нимӗн те ан ҫиттӗрччӗ мана, тенӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешӗсем хуйхӑпа аптӑраса ҫывӑрса кайнине курнӑ, 46. вӗсене каланӑ: эсир ҫывӑратӑр-и? тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вырӑнне ҫитсен Вӑл вӗсене каланӑ: кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ.40. Придя же на место, сказал им: молитесь, чтобы не впасть в искушение.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр: 35. вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ; 36. ҫавӑнпа кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сире, итлесе тӑракансене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, 28. хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет.38. Бодрствуйте и молитесь, чтобы не впасть в искушение: дух бодр, плоть же немощна.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр.33. Смотрите, бодрствуйте, молитесь, ибо не знаете, когда наступит это время.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑвӑр тарасси хӗлле ан пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ан ҫывӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет.41. бодрствуйте и молитесь, чтобы не впасть в искушение: дух бодр, плоть же немощна.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсир тарасси хӗллене е шӑматкуна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр: 21. ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: Эй Ҫӳлти Аттемӗр!
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн, хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр; 45. эсир ҫапла ҫеҫ Ҫӳлти Аҫӑр ывӑлӗсем пулатӑр; Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнпа Турра кӗлтӑвӑр, Вӑл пире каҫартӑрччӗ; анчах эсир ҫакӑн пек туса тӑратӑр пулсан, Вӑл сире кӑмӑллӑн йышӑнма пултарӗ-и? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Типӗ тытма йышӑнӑр, чаплӑ пуху ирттерме пӗлтерсе хурӑр, ҫак ҫӗршыври ватӑсемпе ытти пур халӑха Ҫӳлхуҫа Туррӑр Ҫуртне чӗнсе пухӑр, Ҫӳлхуҫана тархасласа кӗлтӑвӑр.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.