Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартма (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук лаши, хӑй мӗн таран ҫивӗччине кӑтартма май килменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ пек, тулхӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун шучӗпе цирк хуҫи хура маскӑна ҫӗнтерсе питне уҫса кӑтартма ниепле те килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне такамран та ӑслӑ пек кӑтартма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫри вӑй-хал, илӗртӳлӗх, уҫӑ кӑмӑл сире обществӑра хӑвӑра кӑтартма, ҫӗнӗ паллашусем йӗркелеме май парӗҫ.

Избыток жизненных сил, личное обаяние и душевная широта помогут вам блеснуть в обществе, завести новые знакомства.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эпӗ те Аленӑпа ачасем патне ним пулман пек кӑтартма тӑрӑшса утса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ял чиркӗвӗнче пысӑк ҫурта илекенсем е Турӑ умӗнче пысӑк ҫылӑха кӗнисемши, е Ҫӳлти Турра хытӑрах юрататӑп тесе кӑтартма шутланисем-ши? — шухӑшлатӑп хам ӑссӑн.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Вӗренмелли корпусӑн тепӗр енчи вахтине ҫитсе 2-06 аудитори ӑҫтине кӑтартма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Пӗри ҫулланнӑ ҫынпа таҫтан килчӗ те, документ кӑтартма ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ку тӑрӑхри йӗкӗтсем асӑрхӗҫ-курӗҫ те, ак, тӳрех килне ҫавӑтса кӗрӗҫ ашшӗ-амӑшне кин кӑтартма, — терӗ Васелиса юлташӗ ҫине тӗсесерех пӑхса.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫакна курса ҫынсем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ячӗҫ тата тепӗр хут туса кӑтартма ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пирӗн укҫана пӗҫертнӗ ҫынна турӑ хӗн-хур кӑтартма та тытӑнчӗ!

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

«Маритиму» Мадейрӑн чи чаплӑ клуб шутланать, вӑл УЕФА кубокӗн темиҫе сезонне хутшӑннӑ, «Ювентус», «Лидс Юнайтед» тата «Рейнджерс» клубсемпе вылянӑ чухне хӑйне аван кӑтартма пултарнӑ.

«Маритиму» является самым успешным клубом Мадейры и участвовал в нескольких сезонах кубка УЕФА, добившись хороших результатов в играх с «Ювентусом», «Лидс Юнайтед» и «Рейнджерс».

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Мадейрӑна португалсен ялне никӗсличчен уҫнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен карттӑсенче ӑна 1339 ҫулсем тӗлнелле кӑна кӑтартма пуҫланӑ.

Совершенно точно Мадейра была открыта до основания португальского поселения, так как она появляется на картах начиная с 1339 года.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Граждан вӑрҫин эпизочӗсенче вӑл хӑйне евӗрлӗ уйрӑмлӑх тупма пӗлнӗ, ҫав вӑхӑтри революциллӗ романтикӑна чӗррӗн кӑтартма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Иксӗмӗр тытӑнтӑмӑр пӗчӗк комплекслӑ бригадӑсем йӗркелеме, — кӑшт айккинерех чӗнсе илчӗ вӑл ӑна, — иксӗмӗрӗнех вӗсен уссине кӑтартма тивет.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юлашки тӗп репетици ирттерес вырӑнне Мерчӗке кайса концерт кӑтартма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кама калатӑп, — следователь хӑйне ырӑ ҫын пек кӑтартма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эпир вӑйсӑр хӗрарӑмсем, анчах хамӑр вӑя кӑтартма пултаратпӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗненнӗ тӑрӑх, ача ҫуралсан хӗрӗх кунччен, уйрӑмах малтанхи кунсенче пепкене ҫынна кӑтартма юрамасть — хӳтӗлевсӗре куҫӑхтарма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачасем санӑн ҫырӑвна асламӑшӗпе аслашшӗне кӑтартма чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех