Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартма (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш писателӗсен V-мӗш съездӗнче, 1958 ҫулта, эпир чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи, революцичченхи пурнӑҫне кӑтартас тесе ҫырнӑ кӗнекесем ҫинчен ытларах калаҫрӑмӑр, мӗншӗн тесен хамӑр съездра кӑтартма хатӗрленӗ выставкӑра та, магазинсемпе библиотекӑсен ҫӳлӗкӗсем ҫинче те ун чухне ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен ҫырса кӑларнӑ романсемпе повеҫсем, пьесӑсем, поэмӑсем ытларахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кунта, асӑннӑ шухӑша ҫирӗплетме, нумай-нумай тӗслӗх илсе кӑтартма пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Слаломпа ярӑнмалли роликсен уйрӑмлӑхӗ — пӗчӗк йывӑрӑш, вӑй хунине тӗрӗс кӑтартма май паракан хытӑ хашака тата ҫемҫелӗх тӗлӗшпе вӑтам пушмак, вӑл ирӗклӗ куҫма май парать.

Особенностью роликов для слалома является уменьшенный вес, жесткая рама для точной передачи усилий и средняя мягкость для большей свободы движения.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Эпӗ ачасене укҫасӑр пукане театрӗ кӑтартма каятӑп!

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ксей, эсӗ полковникӑн садне каймӑн-ши, ачасене пукане театрӗ кӑтартма, — ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫын умӗнче хӑй хырӑмлине кӑтартма вӑтанми пулчӗ, ҫынран пӑрӑнса ҫӳреме сӑлтавӗ те ҫукчӗ — Ҫимун пек упӑшка хальхи вӑхӑтра кашнинех лекмест те-ха!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ, асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк яратпӑр хамӑра кӑтартма.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пултарать-ши Ҫимун уявсенче хӑйне кӑтартма?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эп ӑна никамран та пытармастӑп, пӗр хутаҫ-ха вӑл ман, кӑтартма пултаратӑп, курассӑр килсен, — тем астунӑ пек пулчӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Йӗрне кӑтартма пултаратӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуласах пулсан, хӑй чурине ҫакӑн чул асап кӑтартма памӗччӗ!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калаҫа-калаҫа хӑнине ӗҫтерсе ҫитернӗ хыҫҫӑн Кулюкка хӑйӗн пуянлӑхне кӑтартма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михха сӑлтавсӑрах шикленнӗшӗн тем таранах эрленчӗ, тус-йышӗсене нимӗн пулман пек кӑтартма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне халӑхпа пӗр кӑмӑллӑ пек кӑтартма тӑрӑшса, юри хаярланса эхлетрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӗненмесен хывса кӑтартма та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук лаши, хӑй мӗн таран ҫивӗччине кӑтартма май килменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ пек, тулхӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун шучӗпе цирк хуҫи хура маскӑна ҫӗнтерсе питне уҫса кӑтартма ниепле те килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне такамран та ӑслӑ пек кӑтартма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫри вӑй-хал, илӗртӳлӗх, уҫӑ кӑмӑл сире обществӑра хӑвӑра кӑтартма, ҫӗнӗ паллашусем йӗркелеме май парӗҫ.

Избыток жизненных сил, личное обаяние и душевная широта помогут вам блеснуть в обществе, завести новые знакомства.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эпӗ те Аленӑпа ачасем патне ним пулман пек кӑтартма тӑрӑшса утса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех