Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартма (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑннине туйман та тейӗн, ӗҫ хыҫҫӑн ирттерекен ӑмӑртусенче Галина шывра ишессипе ыттисене тӗслӗх кӑтартма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Хамӑрӑн ӗҫ опычӗ пирки сире каласа кӑтартма эпир хавас.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Сирӗн хӑвӑра кӑтартма, пур ҫӗрте те пӗрремӗш пулма шанчӑк тупӑнӗ.

У вас появится шанс проявить себя и оказаться в центре внимания.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Коля та, хӗрелсе кайса, ҫавӑнтах урӑх ӳкерчӗксене кӑтартма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анчах, савнӑ куҫсем, кӑн-кӑвак Тавракурӑмӑра ҫыннӑмсемшӗн Кӑтартма илсе тухрӑм та ак, — Кӑвакран вӗсем кулчӗҫ темшӗн.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Анчах та вӗсем ҫуралнӑ вырӑн пирки мӗнлерех хуйхӑрнине каласа кӑтартма сӑмах та ҫитеймӗ.

Да только тосковали они по родине так, что словами не опишешь.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Пултарулӑха кӑтартма лайӑх вӑхӑт: живопиҫ, литература, ташӑ, кӗвӗ, архитектура, театр…

Благоприятное время для любых проявлений творческой натуры: живопись, литература, танец, музыка, архитектура, театр.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Навальный тусӗсем хӑйсен майлисен йышӗ пысӑк пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ пулин те вӗсен митингӗсем пушӑ хӑмпӑ пулнине куҫкӗрет курса ӗнентӗмӗр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Хӑйсем митингсене ҫӳремеҫҫӗ, ахаль граждансене протест акцийӗсене тухса паттӑрлӑх кӑтартма хистеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Трактор вӑл, шӑллӑм, — сӑмахне каласа пӗтерет Венедиктов-асли, — пӗлмен ҫын аллине юратмасть, ҫилленет, тем кӑтартма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Пырса ыйтсан та ӑс пама, кӑтартма яланах хатӗр вӑл, ыйтман чух та ҫӗнӗ ҫын, ҫамрӑк ҫын тӗрӗсех туманнине, аптраса тӑнине, алли ҫыхланнине таҫтанах курать те васкаса ҫитет, чим-ха, апла мар-ха ӑна, тет.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ҫак илеме курма-туйма пӗлнӗ-ха вӑл, анчах ун ҫинчен каласа кӑтартма пӗлеймен…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пӗри те, тепри те, виҫҫӗмӗшӗ те, тӑваттӑмӗшӗ те вӗҫӗмсӗрех каласа кӑтартма пултарӗччӗ ун ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫакӑ пире ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма тата ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартма, промышленноҫпа ял хуҫалӑхӗнче, наукӑпа культурӑра тата спортра ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантарать.

Это вдохновляет нас на трудовые достижения и ратный подвиг, на покорение новых вершин в промышленности, сельском хозяйстве, науке, культуре и спорте.

Олег Николаев Раҫҫей кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/12/gla ... ev-pozdrav

Пирӗн артистсем хӑйсен ӑсталӑхне фестивале уҫнӑ чухне тата ӑна вӗҫленӗ май кӑтартма пултарнӑ.

Наши артисты смогли показать свое мастерство во время открытия фестиваля, а также при его закрытии.

«Санар» купӑҫсисем Архангельскра палӑрнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35194.html

— Пултаратӑп-и-ха эпӗ ҫавӑн пек картинӑна халӑха кӑтартма?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тытатчӗ те пуль ӑна Анатолий Семенович, тытатехчӗ пуль, анчах пӗр палламан ҫын йывӑҫ сутакан склад ӑҫтине ыйтрӗ те, Аннушкин ӑна ҫул кӑтартма чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Анатолий Семенович хӑй чӗлхипе каланӑччӗ-ҫке-ха, ҫӗнӗ выставкӑра кӑтартма виҫӗ картина ҫырса пӗтертӗм, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫырасса эпӗ сӑмаха ҫавӑрарах ҫырма тӑрӑшӑп-ха, Туруновӑн иксӗлми хастарлӑхне, вӑл хӑйӗн чун хавалне ҫӗкленӗ строительство ӗҫне парӑнса юратнине те, ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса лартас ӗмӗтпе ҫунса тӑнине те кӑтартма тӑрӑшӑп, ҫапах та, сӑмаха темле ҫавӑрттарма пултарсан та, «мӗн пайти ун пек шӑпаллӑ ҫынран» текен шухӑш пурпӗр йӗрленӗ…

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Панель пӑрӑх ҫине лачлатӗ те, пӑрӑхӑн тепӗр вӗҫӗ Турунова ҫӗклесе ывӑтӗ, ун ҫине сиксе ӳкме те пултарӗ, ӑна ҫеҫ мар, Григориуна та тем кӑтартма пултарӗ…

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех