Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартма (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укаслу хӑй вӑйсӑр маррине кӑтартма пултарчӗ: вӑл чӑн-чӑн кӗрешӳҫӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫутҫанталӑк хӑйӗн кӑвак чатӑрне тӗнчене кӑтартма тухӑҫа ҫакса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ куна, йӗкӗтсене ҫаксене кӑтартма кун ҫитессе, эпӗ тем пекех кӗтсе пурӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫаплах каларӗ, — ҫирӗплетрӗ Укаслу, вара малалла каласа кӑтартма тытӑнчӗ, хӑйӗн куҫӗ ҫав самантра куҫҫулӗпе йӗпенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша тапӑрӑнче пултӑм эпӗ, кинемей, — терӗ те Укаслу эпир, вулаканӑм, санпа иксӗмӗр мӗн пӗлнине карчӑка каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗш Киремете ӑна ҫиллентерме юрамасть ҫав, ун пеккине хур кӑтартма пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен сӑлтав хаклӑ хӑнасене картишӗнче тытса чарни, ӑна хӑй тараватлӑхӗпе сӑйлӑхне кӑтартма кансӗрлени ватӑ килхуҫине шалтах аптратса кулянтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсемпе тӑшмана самаях шар кӑтартма пулать.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗррехинче Укаслу сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук хӑранӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑртан вӗрекен ӑшӑ ҫил сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук канӑҫ илсе килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна ҫирӗплетекен чӑнлавсем нумай илсе кӑтартма пулать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Пуххи йӗри-тавра утсем тӑраҫҫӗ, Хӑйсен хастарлӑхне кӑтартма кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах ашшӗпе ун чухне Кирук ҫав ӳплене ҫитсе курман: ашшӗ ӑна, тепре килсен, кӑтартма пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Аманнисене эвакуацилекен транспортпа ҫийӗнчех илсе каятчӗҫ»,— каласа кӑтартма йывӑрри палӑрчӗ ҫар ҫыннин сӑмахӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа кӑтартма юратмасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

— Маттур, атьсемӗр, чӑтӑр тата кӑштах, тата кӑштах тӳсӗр! — хавхалантарса пычӗҫ пире мастер та, цех начальникӗ те, главнӑй инженер та, директор та, тӑртанса кайнӑ пит-куҫӗсене савӑнӑҫлӑн кӑтартма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

Пятерочкӑна илсе килме пултараҫҫӗ, анчах адресне кӑтартма май ҫук…

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

— Эп Пакартасем тырӑ пытарнине куртӑм, тӗлне кӑтартма пултаратӑп, — терӗ Вӗҫелисса.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Аппа, — тетӗп, — эп пӗртен-пӗр сухан ҫулҫи татса илтӗм хӑвна кӑтартма, — тетӗп, хам ҫапах йӗместӗп.

Куҫарса пулӑш

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Перестройка тапхӑрӗнчи пек паспортпа талон та кӑтартма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех