Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫапӑҫура ӑна колонна командирӗ пулма хушсан, вӑл хӑранипе кӑвакарса кайнӑ та: этем юнне курма пултараймастӑп тесе, ҫапӑҫуран пӑрӑннӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫынна ҫӗрӗсем витӗр ухӑ йӗппи те, сӑнӑ та тарӑнах тиреймен, хӗҫ те касса кӗреймен, ҫапах та ӳт лаппӑшпех кӑвакарса кайнӑ, нумай ҫӗртен юн юхнӑ.
Кольчуга // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Афанасий Львович, кулса, хӑй кӗсйинчен шӑрпӑк хыпаласа тупнӑ; ҫутнӑ та вӑл — иккӗш те вӗсем, сасартӑк кӑвакарса, кӑшкӑрса янӑ…
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Кӗпипе йӗмӗнчен ҫӗтӗк-ҫурӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ырханкка ӳт-тирӗ витӗрех курӑнса тӑрать: кӑвакарса кайнӑ тир айӗнче аяк пӗрчисем шӑкӑрттин палӑрса тӑраҫҫӗ, урисем ҫинҫешке.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Сӗтел хушшинче, хӗрелсе кӑвакарса кайнӑ вӑрӑм урисене малалла тӑсса, Изот ларать: вӑл темӗн ҫинчен калаҫатчӗ, анчах мана курсан чарӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унӑн пичӗ-куҫӗ макӑрнипе шыҫса кайнӑ, сулахай куҫӗ упӑшки ҫапнипе кӑвакарса хуплансах ларнӑччӗ.Лицо у неё опухло от слёз, левый глаз почти закрыт большим синяком.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Рубцов калаҫайми пуличченех тӗлӗнчӗ, унтан ҫилленнипе кӑвакарса кайрӗ те, тискеррӗн ятлаҫма тытӑнчӗ, анчах Яков Библирен уйрӑм сыпӑксене иле-иле каласа хӑйӗн хаваслӑ чӗлхипе ӑна хӗҫпӑшалсӑрлантарчӗ, шӑплантарчӗ те шухӑша кайса тӗршӗнсе лармалла турӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Бауман каллех кӑвакарса путса ларнӑ, ҫӗвӗленсе пӗтнӗ хӑрушӑ кӑкӑр курчӗ.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тося кӑшкӑрса ячӗ, хытӑ хӑранӑ пирки пичӗ унӑн кӗл пек кӑвакарса кайрӗ.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Куҫӗсем унӑн хӑвӑрт выляма пуҫларӗҫ, хӑй кӑвакарса, шуралса кайрӗ.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Старик хӑйӗн хуралса хӑмӑрланса кайнӑ, картлӑ-картлӑ пулса пӗтнӗ мӑйне тӑсрӗ, кӑвакарса кайнӑ тутине уҫрӗ те хӑйӑлтӑклӑ сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ: «Пирӗн хута кӗр, государь!» терӗ те татах ҫамкине ҫӗре шартлаттарчӗ.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Иккӗш те кӗл пек кӑвакарса кайнӑ — пичӗсем ҫинче юн тӗсӗ пӗрре те палӑрмасть.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Икӗ ҫухрӑм та кайманччӗ, пӗтӗм таврана, нӳрленнӗ ҫаран ҫине, симӗсленнӗ сӑртсем ҫине, вӑрман ҫине вӑрӑммӑн курӑнса выртакан тусанлӑ ҫул ҫине, ҫутӑ хӗрлӗ курӑнакан йывӑҫ тӗмӗсем ҫине, сирӗлсе пыракан тӗтре айӗнче вӑтаннӑ пек сарӑлса кӑвакарса выртакан шыв ҫине тин тухнӑ хӗвелӗн малтан тӗттӗм хӗрлӗ, кӗрен, вара ылттӑн пек илемлӗ, ҫамрӑк, ӑшӑ ҫути килсе тӑкӑнчӗ…
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Помещик унӑн шӑнса кӑвакарса кайнӑ шӑм-шакки ҫине нимӗн шарламасӑр пӑхса илнӗ те, мӗскӗне хӑйӗн тӑлӑпӗпе чӑркаса киле илсе пынӑ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Бархат сюртук тӑхӑннӑ, кӑвакарса кайнӑ пӗчӗк ҫын кӗрсе тӑчӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
«Мӗншӗн ун чухлех илмелле вара?» хурланса каларӗ кӑвакарса кайнӑ жид.— И на что бы так много! — горестно сказал побледневший жид,
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Полковник хӗрелсе те кӑвакарса кайрӗ, икӗ аллипех кантраран тытса ӑна татасшӑн пулчӗ; анчах вӑйлӑн сулса янӑ алӑ ун хырӑмне вилӗм сӑнни чиксе лартрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кукубенко вара икӗ енне те ҫивӗчлетнӗ йывӑр хӗҫне икӗ аллипе ярса тытрӗ те лешӗн кӑвакарса кайнӑ тутисенченех чикрӗ: хӗҫ икӗ шӑла хуҫса кӑларчӗ, чӗлхине ҫурмаран касрӗ, пыр тыткӑҫне ҫӗмӗрсе тухса ҫӗре, шалах кӗрсе кайрӗ; ҫапла вӑл ӑна ҫӗр ҫумне ӗмӗрлӗхех пӑталаса хучӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унӑн пуҫӗ пӗр каҫрах кӑвакарса кайнӑ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл кӑвакарса кайрӗ, унтан, хӗре алӑран ярса тытса, хыттӑн каласа хучӗ:
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.