Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫҫулӗ (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗн чухлӗ куҫҫулӗ ҫӑтса ятӑн эсӗ, манпа пӗрле асапланаканӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫӗрле чӑхсем патне тилӗ кӗнӗ ахӑр… пиллӗкӗшне пӑвса вӗлернӗ, ҫӗр ҫӑтман, — куҫҫулӗ витӗр сӑрхӑнтарчӗ Натали.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ акӑ питҫӑмартисем тӑрӑх уҫӑ япала юхса анчӗ — кирлӗ мар чухне куҫҫулӗ юхать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Клавье ывӑлӗ ҫине хӗрес хыврӗ, юхакан куҫҫулӗ витӗр: — Турӑ сыхлатӑр сана, ывӑлӑм, — терӗ те тайӑлса кайрӗ, мӑнукӗсем пырса тытман пулсан ӳкетчӗ те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗамӑшӗн куҫҫулӗ те тахҫанах типнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вӗри куҫҫулӗ, пӗрремӗш юрату куҫҫулӗ, пит ҫӑмартийӗ тӑрӑх юхса анать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унӑн пичӗ ҫинче нумаях та пулмасть юхнӑ куҫҫулӗ йӗрӗсем палӑраҫҫӗ, анчах тутисене вӑл таччӑн пӑчӑртанӑ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ахӑртнех, вӑл арҫын куҫӗсенче нихҫан та куҫҫулӗ курман пулӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӳпкелетӗн-и е куҫҫулӗ тӑкма тытӑнатӑн-и?

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Васса типсе ҫитеймен куҫҫулӗ витӗр йӑл кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Астӑвӑм тата мӑнаҫлану куҫҫулӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Пат ӳкрӗ Кирилл картусӗ ҫине иртсе пыракан хӗрӗн пӗрремӗш куҫҫулӗ — тумлам.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Пӗлетӗн и эсӗ, тусӑм, тепӗр чух ҫын куҫҫулӗ витӗрех, макӑрнӑ вӑхӑтрах кулать!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Мӗн чухлӗ хуйхӑ, куҫҫулӗ ҫав пушарсене пула…

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Хӗвел пӑхсан ҫеҫ, чунӗ ӑшӑнса ҫемҫелсе каять те, иртнине аса илсен, ирӗксӗрех куҫҫулӗ тухать…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Атьӑр пӗрре паян тӑватӑ ҫул хушши капланса пынӑ, тумлам кӑлармасӑр чӑтнӑ мӗнпур хура куҫҫулӗ ӑшран тасатар!

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Мӗне кирлӗ сана пӗве ҫитнӗ хӗр куҫҫулӗ мӗншӗн юхнине пӗлме?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫак уйӑхсӑр ӑшӑ каҫӑн тухатӑвӗпе тулнӑ вӑрман уҫланкинче унӑн пӗрремӗш хӗр куҫҫулӗ ӳксе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ку вара – Вӑтанпи куҫҫулӗ.

слезы Вотанпи́,

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Чипер хӗр куҫҫулӗ вара ҫӑлкуҫ пулса тӑнӑ тет.

Да и наплакала целый родник.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех