Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫҫулӗ (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупата туршӑн, куҫҫулӗ мӗнле шӑпӑртатса юхмасть-ши вырӑс патшин!

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Амӑшӗ ҫинчен шутланипе Иливанӑн чунӗ хурланса килет, макӑрса ярас мар тесе, куҫҫулӗ пӑчӑртатса тухасран шикленсе, каччӑ кӑмӑлне хытарса ҫиле май ҫаврӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунӑ ҫул тыткӑнра пурӑнса куҫҫулӗ те типсе ларнӑ пуль хӑйӗн, ҫапах ялан йӗрет, тутӑр кӗтессине куҫӗ тӗлӗнчен илмест.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куҫӗсенче куҫҫулӗ кӳлленетчӗ, таппи вӑйланнипе умӗ татӑлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫинукӑн куҫҫулӗ шӑпӑр ҫеҫ юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ачасем тенине илтсенех, чӑнах та, кил хуҫи хӗрарӑмӗн куҫҫулӗ типрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫуллахи ҫумӑр телей куҫҫулӗ евӗр ҫеҫ ҫав.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Куҫӗнчен пӑрҫа пек шултра куҫҫулӗ тухса ача кӑкри ҫине пӑт-пӑт тумланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юпа пек тӑратӑп Ун-кунӑн пӑхса, Ача пек макратӑп, Куҫҫулӗ тӑкса.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Унӑн куҫ лупашкине тулнӑ куҫҫулӗ сӑмса урлӑ каҫса, вырӑн хӗрринчен усӑнса тӑракан ҫивӗт туни тӑрӑх шӑрҫа пек шӑпӑртатса анса урайне тумлать…

Девушка лежала, откинув голову немного набок, глаза ее были устремлены прямо на него, из глаз по щекам еще стекали слезы, падали на плечо.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сарӑ хӗрӗн куҫӗнчен Анать куҫҫулӗ юхса.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӗл куҫҫулӗ шавласа Юхса кайрӗ ҫырмара.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫак куна Асран тасатмӗ тӑр куҫҫулӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тавҫӑраймарӗ,хӑш енчен Сӑмах килсе халь ӗнентерӗ Ишут куҫҫулӗ чӑннине, Мӗнле сӑнар ӑшра ҫӗнтерӗ Халь туйӑм иккӗленнине.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унӑн ҫулӗ, Тен, Атӑл урлӑ та каҫман, Ун пултӑр тӑкӑннӑ куҫҫулӗ, Чыссӑрлӑхпа вӑл хаклаҫман.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫак таранччен те пурнӑҫ ҫулӗ Ӑна сип-сиввӗн тӗкӗнмен, Паян кунччен вӗри куҫҫулӗ Ҫӗре тумлам та ун ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ҫынсем сисрӗҫ, ун сасси чӗтререх тухрӗ, куҫӗнче куҫҫулӗ палӑрчӗ, Анна Ивановна хӑйӗн тӗреклӗ аллисемпе Левентее мӑйран ыталаса илчӗ те тутинченех чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Куҫ умӗнчех ачалӑх кунӗсем», «Асанне куҫҫулӗ», «Шӑнкӑрав», «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет», «Ах, телей», «Тиркерӗн-ши?», «Ӑраскал йыхравӗ» хайлавӗсем уйрӑмах кӑмӑла каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Хӑшӗсен ҫак вӑхӑтра савӑннипе, тен, куҫҫулӗ те тухрӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Пӑлхар хӗрӗн тӑшмансен аллине лекнипе макӑрса куҫҫулӗ пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех