Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫҫулӗ (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗскӗн ҫын куҫҫулӗ пек ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗрчисем пӗрре-иккӗ каплатса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк чылайччен нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан хӗр пичӗ ҫине, унӑн куҫҫулӗ мӗнле пулассине пӗлес тенӗн, пӑхса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмирӑн сывӑ юлнӑ куҫӗнчен пӗртен-пӗр шултра куҫҫулӗ юхса тухрӗ те пичӗ ҫине кусса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗрсе те куҫҫулӗ тухмасть ӗнтӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пичӗ тӑрӑх шӑпӑртатса куҫҫулӗ юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрремӗш хут вӑл кулнӑ, куҫҫулӗ кӑларса йӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Путеке шел, — куҫҫулӗ витӗр хуравларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫӗнче куҫҫулӗ те типрӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫӗ тулли — куҫҫулӗ

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗнче — хуйхӑ, куҫҫулӗ, тӑлӑха юлнӑ чӗчӗ ачи, ҫӗнӗ вилтӑпри…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Пирӗн киле те кӗнӗ ӗнтӗ вӗсем, аннепе Ульккана вӗлерчӗҫ-ши вара? — куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ Кирукӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Куҫҫулӗ юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ман куҫҫулӗ чарӑнмарӗ, анчах хуйхӑ кӑшт ҫӑмӑлланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ленин вилнӗ… — терӗ те аппа хуллен, тути хӗррине шӑлӗпе ҫыртрӗ, куҫӗнчен куҫҫулӗ юхса аннӑччӗ, ӑна хӑвӑрт тутӑрпа шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку манӑн упӑшка, — савӑнӑҫ куҫҫулӗ витӗр типпӗн хӑйса тавӑрчӗ Лена.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗрарӑм ачине ҫавӑтрӗ те калас тенӗ сӑмахне те калаймасӑр ӳсӗр ҫын евӗр тайкаланса пӳлӗме кӗрсе ҫухалчӗ, Куҫҫулӗ вара, тӑварлӑскер, йӳҫӗскер, юхрӗ… юхрӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Мӗн тӑвас тен, пирӗн тӗле ҫакӑн пек хурлӑх килсе ӳкрӗ те ӗнтӗ, ах темесӗр сывлӑш тухмасть, куҫран куҫҫулӗ типмест, — хальхинче те макӑрса ямасӑр чӑтаймарӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Мӗнле-ха апла, мӗнле?» — куҫҫулӗ юхса анчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗн чухлӗ кулянмарӗ пулӗ Лена, тӑн ҫухатнӑ Ванюка больницӑна леҫнине пӗлсен, мӗн чухлӗ куҫҫулӗ тӑкмарӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Варвари куҫӗсенчен йӑпӑртатса куҫҫулӗ юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех