Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшес (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тив тамӑк хуранне лекмелле пултӑр уншӑн, ҫапах вӑл хӑй курайман ҫыннӑн арӑмӗ пулма килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗшес, килӗшес, — илтӗнчӗҫ унтан та кунтан.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрача пулма пӑрахма Марине нихӑҫан та килӗшес ҫук!

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Унтан Пенишора рабочисем Совет ҫӗршывне хирӗҫ пурпӗрех вӑрҫӑпа кайма килӗшес ҫукки ҫинчен, хӑйсем, ремесленнӑй шкулта вӗренекенсем, директор ҫурӑлса каяс пулсан та, гранатӑсен капсюлӗсене тӑвас ҫукки ҫинчен шантарса каларӗ…

Затем он заверил Фабиана, что рабочие все равно не пойдут против Советской России, а они, ученики, не будут изготовлять капсюли для гранат, хотя бы он, директор, лопнул…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ак тамаша, ӑна кунашкал калани те килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Кун пек кӑнттам ыйтни арӑма мар, ют хӗрарӑма та килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Манӑн, айванӑн, ҫав самантра ӑна питӗ килӗшес, юрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Пархатарлӑ сӗнӳ пулсан, ма килӗшес мар!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Элекҫее вӑл нихҫан та качча тухма килӗшес ҫуккине Плаки вӗҫне ҫитичченех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь килӗшес килмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ килӗшес шутлӑ маррине туйсан, Ваҫли те татса калама шут тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улахрах ҫӗрте тепре курнӑҫса йӗркеллӗрех калаҫсан, килӗшес пек сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр унпа пыма килӗшсен, вӑл кунта пӗр минут та тытӑнса тӑмӗччӗ, анчах Хрестук ниепле те килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫук, тем парсан та килӗшес ҫук вӑл…

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл килӗшес ҫук пулӗ, — асӑрханарах хушса хучӗ Сергей.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ, юлташсем, ку мыскара хыҫҫӑн пирӗн чиркӳре нимӗнле пуп та ӗҫлеме килӗшес ҫук тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килӗшес!

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ӗлкӗрӗп-ха, малтан хакӗпе килӗшес пулать, — астутарчӗ Энтрей.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килӗшес, ара, хама пӗр стакан ытларах парсан, мӗншӗн килӗшес мар? — ӳсӗркелесе илчӗ Энтрей.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах кунпа килӗшес килмест-ҫке.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех