Шырав
Шырав ĕçĕ:
Укҫа кӗтнӗ май, — ҫакӑн ҫинчен хамӑн шаннӑ ҫыннӑма Лерха ҫырса пӗлтертӗм, — эпӗ куҫас-ҫӳрес хӗрӳ туртӑма Стерс патӗнче иртекен каҫсемпе тата гаваньре уҫӑлса ҫӳренипе пусӑрӑнтарса тивӗҫтеретӗп; унта, капмар карапсен ҫыран хӗрри ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан хӳрисен ӗмӗлкисенче, хумхантаракан сӑмахсене — Чӑна тухманлӑхӑн паллисене — курса тӗмсӗлетӗп: «Сидней», — «Лондон», — «Амстердам», — «Тулон»…
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫитменнине тата хӗл кунта чӑтма ҫук вӑрӑма тӑсӑлакан каҫсемпе уйрӑлса тӑрать.
Франц-Иосиф ҫӗрӗ тата мӗншӗн ӑна ҫапла калаҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Сарӑ кӗркуннехи ҫутӑ кунсем, кичемрех ҫутӑ уйӑхлӑ каҫсемпе ылмашса, лӑпкӑн шуса пынӑ.Спокойно пошли ясные дни бабьего лета, сменяясь грустным сиянием лунных ночей.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сывӑ пулӑр, ҫӗнӗ ҫынсем хушшинче ирттернӗ кӗске каҫсемпе урӑх ҫӗнӗ ҫынсемпе ирттернӗ вӑрӑм-вӑрӑм кунсем!Прощайте, короткие ночи среди новых людей и длинные-длинные дни среди других новых людей!
9 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Халь вӑл нихҫанхинччен те ҫивӗчрех илтет; ҫутта мӗнпур ӳт-пӗвӗпе туять, ҫакна ҫӗрле те асӑрхама пулатчӗ: тӗттӗм каҫсемпе уйӑхлӑ каҫсене вӑл лайӑхах уйӑрса илет, ҫавӑнпа-и, ӗмӗт-шухӑша яракан уйӑх ҫутин ӑнланма ҫук вӑйне парӑнса, час-часах вӑл, чӗмсӗр те салхускер, ыттисем пурте ҫывӑрнӑ чухне вӑрахчен картишӗнче ҫӳретчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак сехетрен пуҫласа Настя нумай вӑхӑт трактор ҫинчен анмасӑр тенӗ пекех пурӑнассине, трактор ҫинчех апатланассине, ялта юлашки ҫутӑ сӳннӗ хыҫҫӑн ҫӗрлехи сехетсенче вӑрмансем хушшинчи уйсенче ҫӳрессине фара ҫутине хура ҫӗр ҫине сапаласа, пысӑк вӑй-хӑватлӑ машина ҫине тӑрсах тата ывӑна пӗлмесӗр малалла пырассине, ҫав машинӑн рулӗ умӗнче, ҫӗрпе тата тӗттӗм каҫсемпе куҫа-куҫӑн, хурарах та вӑрӑм, тимӗр пек хытӑ та машина пек ывӑнма пӗлмесӗр тӑрӑшса ӗҫлекен хӗрарӑм ларассине пурте пӗлнӗ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Салхуллӑ кунсем тата та салхуллӑрах каҫсемпе черетленсе пынӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Кунтан вара резервсем хӑйсем йышӑнмалли вырӑнсене вӑрттӑн, тӗттӗм каҫсемпе усӑ курса куҫнӑ.Отсюда резервы перемещались тайно на свои позиции, пользуясь темными ночами.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Июль уйӑхӗнчи каҫсемпе ҫӗрсенче путенесемпе карӑшсем авӑтмаҫҫӗ, шырлак хӗрринчи тӗмсем айӗнче шӑпчӑксем юрламаҫҫӗ, чечек шӑрши те кӗмест, анчах апла пулин те ҫеҫенхир ытармалла мар илемлӗ-ха, унта тулли пурнӑҫ вӗресе тӑрать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах та хулари кӗрхи каҫсене паркри е ращари вӑрӑм та ҫутӑ кунсемпе, каҫсемпе танлаштараймастӑн.Но осенние вечера в городе не походили на длинные, светлые дни и вечера в парке и роще.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
18. Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те 19. каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп. 20. Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем. 21. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ; 22. мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ. 23. Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ; 24. вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ; 25. чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар. 26. Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1