Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кана сăмах пирĕн базăра пур.
кана (тĕпĕ: кана) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савин мучи, вӑр-вар тӑрса, кантӑкне хупрӗ, пӗр кана урамалла, хӑйӗн юратнӑ йӑмрисем ҫинелле, пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Катӑк стакана, пӗр кана хӑрӑмлӑ аллипе йӑваланӑ хыҫҫӑн, эрех тултарчӗ те пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Ушкӑнпа юрӑ та юрларӗҫ пӗр кана:

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Тахҫан кирпӗч купалакалама вӗреннӗскер, еккине ярсан, пӗр кана мӑшӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Пуҫ купташки ҫӗр чӗтреннӗ пек кисренсе илчӗ, пит-куҫран вут-хӗм чалтӑртаттарса сирпӗнчӗ, ҫавна пула эпӗ, хама хам пуҫтарса чӑмӑртама ӗлкӗрейменскер, пӗр кана тӑнтанланса, сӗлкӗшленсе, чикӗ юпи пек чӗмсӗррӗн хытса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Кӗлеткине пӗр клетка юлмиччен лӑш ярса, хӑштик-хӑштик сывлакаласа та пӑхлаткаласа пӗр кана чӗмсӗррӗн, ӑнран кайнӑ пек ларчӗ, унтан, пуҫне сулкаласа, хӑйне шалтан тарӑхуллӑн йӗплесе, ӳкӗнӗҫ вуттипе хыпӑнса, юншӑхласа илчӗ: «Ак масар…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫана пӗр кана пуҫне ҫӗмӗрсе ларчӗ-ларчӗ те: «Чим, ан кулян, шутласа тупрӑм эп!.. Тинех чапланатпӑр» тесе, ура ҫине чалт сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Паян ӗҫе килсен Никонов яланхи пекех правленинче пӗр кана пуҫне ҫӗрелле чиксе, унӑн-кунӑн утса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Хӗрхенчӗклӗ сасӑпа калаҫакан хӗрарӑмӑн сӑмахӗсем ӑна тӗлӗкри пек кана илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сыпасса эпир «Рислинг» текен эрехе кана сыпнӑччӗ, хам эпӗ йӑлтах урӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Анлан эсӗ, Хӗлип: вут-кӑвар пӗр кана ҫеҫ ҫунӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр кана ҫӑпатине тума пӑрахса, вӑл чӗлӗмне чӗртет, мӑшлаткаласа туртать.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫемук сӑмсине туртса кӗпе ҫаннипе шӑлса илнӗ хыҫҫӑн пӗр кана сӑмахламасӑр лашипе кӗрмешет, вара каллех хамӑра ят хуни ҫинчен калама тапратать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кана эс ма мана калан?

— А я тут при чем?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Енчӗпек пӗр кана шухӑшласа выртать.

Ендебек молчит некоторое время в раздумье:

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр кана сывламасӑр итлесе выртрӗ — нимле сас-чӗв илтӗнмерӗ.

Затаив дыхание, она прислушалась: никого.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ Скорпионсен ҫемьепе пӗрле кана майсем пур.

Сейчас у Скорпионов есть отличная возможность в полной мере насладиться уютом и теплом в кругу семьи.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юханшыв урлӑ курӑнакан улӑхри утӑ капанӗсем те ун чухне тӗнче илемне капӑрлатма кана унта-кунта купаланнӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑваш эсерӗсем сапаланса пӗтнӗ Комуч кӗтӗве евӗр кана пулса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑт, хайхи, пӗрремӗш списокри чӑвашсемшӗн кана сасӑламалла пулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех