Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӑшӑрханмасӑр: пӗччен пурӑннинчен йывӑртараххи мӗн пур?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах ҫав испытанисенчен чи йывӑртараххи пирӗн сапаланса пӗтнӗ ушкӑнсен ҫак юлашки похочӗ пулчӗ.Но самым тяжёлым испытанием был этот поход разрозненных групп.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тӑшман тылӗнче пурӑннӑ чух Мускавпа радио тӑрӑх ҫыхӑну тытма чарӑнни пирӗншӗн мӗнпур чӑтса ирттернӗ инкексенчен чи йывӑртараххи пулчӗ.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫавӑн пек… килсӗр-мӗнсӗр пурӑнассинчен йывӑртараххи нимӗн те ҫук!..
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Манӑннинчен те йывӑртараххи.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ку — ссылкӑра пурӑннӑ пур вӑхӑтсенчен те йывӑртараххи, кунта хӑҫан та пулин ирӗке тухасса ӗненни те пӗтӗмпех сӳнсе ларать.Это самая тяжелая пора заключения, даже не освещенная надеждой на освобождение.
Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пуринчен те йывӑртараххи — Рокоссовский, тенине илтнӗччӗ эпӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Калаҫу хӑй тӗллӗнех хӗрсе пырса, вӑрӑма тӑсӑлчӗ; унӑн тӗп шухӑшӗ, кӗскен каласан, каллех: тырпула пухса кӗртес ӗҫе ирттерме, гидростанци тума, ҫеҫенхире шыв кӗртме е вӑрмансем лартса ӳстерме, станицӑсене улӑштарса ҫӗнетме е шоссе ҫулӗ хывма ҫӑмӑл марри ҫинчен, анчах хальхи ҫынсене пулас ҫынсем пулма вӗрентсе ӳстерме ҫак ӗҫсене тӑвассинчен те йывӑртараххи ҫинчен пулчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чылай йывӑртараххи — вӑл хамӑр йӑнӑша тӳрлетесси, эпир ӑна тума пуҫланӑ та ӗнтӗ… — терӗ вӑл.Значительно труднее исправить нашу же ошибку, что мы и начали делать… — сказал он.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мӗнпур Видоксемпе Ванька Каинсем ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑштах ӑс-тӑнпа пурнӑҫ опычӗ пулсан, тӳрӗ кӑмӑллӑ та чее мар ҫынна улталассинчен йывӑртараххи урӑх нимӗн те ҫук иккен.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Тислӗкӗ юхса кайӗ ҫав, анчах йывӑртараххи — тӑрӑлса юлатех, — хирӗҫлерӗ ӑна Демка Ушаков.— Навоз уплывет, а что потяжельше — останется, — возражал ему Демка Ушаков.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах та ку пуринчен те йывӑртараххи пулчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1