Шырав
Шырав ĕçĕ:
илӗртӳллӗччӗ (тĕпĕ: илӗртӳллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑтрарах хура ҫӳҫӗ те, йӑлтӑркка хӑмӑр куҫӗ те, ҫаврака пӗчӗк тути те, ҫинҫерех вӑрӑм ури те — пурте-пурте илӗртӳллӗччӗ унӑн.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Унӑн пӗтӗм чӗрӗ те илемлӗ сӑнарӗнче темле уйрӑмах килӗшӳллӗ чеелӗхпе сыхланусӑрлӑх, курнӑҫланупа тӳрӗ кӑмӑл, лӑпкӑлӑхпа чарусӑрлӑх палӑратчӗҫ; унӑн кашни ӗҫӗ, калаҫӑвӗ, кашни хусканӑвӗ питӗ ҫепӗҫ те илӗртӳллӗччӗ, йӑлтах хӑйне евӗрлӗ те кӗрнеклӗччӗ.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Юлашки вӑхӑтра арӑм яланах капӑр та илемлӗччӗ, илӗртӳллӗччӗ; унӑн илемлӗхӗ темӗнле канӑҫсӑрлӑх ҫурататчӗ.Жена, как и всегда это последнее время, была очень элегантна и заманчива, беспокояще красива.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ӑсра пурте-пурте ҫав тери лайӑх йӗркелене-йӗркелене выртатчӗҫ: ӳкерчӗксем яр-уҫӑччӗ, ҫыннисем чӗп-чӗрӗ, фабула тӗп-терӗссӗн аталанса та чип-чиперрӗн юхса-эрешленсе пырать, — кун пирки шутласси кӑна та питӗ хавасчӗ те илӗртӳллӗччӗ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Страницăсем:
- 1