Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Мӗн хӑтланатӑр?! — тет вӑл, хӑраса кайнипе сассӑр пулса тӑнӑскер, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле.
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сасси хӑйӗн — чӑн-чӑн аслати: ҫухрӑмран илтӗнмелле кӗрлесе кайрӗ вӑл каҫхи шӑплӑхра; тӗлӗнтерсе яракан хӑватлӑран та хӑватлӑ сасӑ.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
– Спасибо, – терӗ Павлик аран илтӗнмелле.
Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601
Ҫынсене илтӗнмелле мар сывламалла.
Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584
– Эпир нумай ҫинӗ, питӗ нумай ҫинӗ, – аран илтӗнмелле каларӗ Настя.– Мы, это, много ели, очень много, – еле слышно сказала Настя.
Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570
Шӑна вӗҫни илтӗнмелле.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Тавтапуҫ, Оля, — хӑй ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ каччӑ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Мана вӑйпах Молдавирен хӑваласа каясшӑнччӗ, — ӗсӗклесе макӑрнӑ май, аран-аран илтӗнмелле каласа пама тытӑнчӗ вӑл, — хӑйсен ҫарӗпе пӗрле…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шалтисене те илтӗнмелле пултӑр тесе уҫса хунӑ алӑк патӗнче, пусма картлашки ҫинче, ҫӗлӗксӗр, ҫӳҫне шакла кастарнӑ, ҫине кивӗ, анчах, таса тумтир тӑхӑннӑ арҫын сӑмах калать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ваня хуллен тумланчӗ те амӑшӗ патне пычӗ, ун ҫине темле ачашшӑн та кӑмӑллӑн пӑхса илсе, илтӗнмелле мар утӑмсемпе алӑк еннелле утса кайрӗ.Ваня тихонько оделся, подошел к матери, посмотрел на нее с нежностью и неслышно направился к двери.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл ҫынсен мӗлкисем кӑшт кӑна палӑракан тӗттӗм пӳлӗме чылай вӑхӑт сӑнаса пӑхрӗ, унтан илтӗнмелле мар утӑмсемпе коридор тӑрӑх хуллен малалла иртрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кӗҫтук пӗр вӗҫӗмсӗр пирус мӑкӑрлантарчӗ, хӑйне валли амӑшӗ ятарласа пылпа вӗретнӗ эрехе пӗчӗккӗн яра-яра ӗҫрӗ, анчах усӗрӗлмерӗ, ӳсӗрме те чарӑнмарӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑкӑрне ярса тытса, урама илтӗнмелле ӳсӗрчӗ, кӗл витрине юнлӑ сурчӗ…
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин, малти лава хуса ҫитсе, Наталья Лаврентьевнӑпа юнашар кӗрсе ларчӗ, тилхепене аллине илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, лашасене тата хытӑрах хӑваласа, пӗтӗм таврана илтӗнмелле янраттарса, юрласа ячӗ:
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӗсем ӗнер кунӗпе сивӗре тӑрса шӑннӑ та каҫхине килсен сӗтел хушшинче самаях «ӑшӑнчӗҫ» пулас, халӗ пур пӳлӗме те илтӗнмелле «хуп турттараҫҫӗ».
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ытла хытӑ тарӑхнӑ самантсенче Поля кӑвакарса, илемсӗрленсе каять, чӗтреме ерет, урама илтӗнмелле тискер сасӑла кӑшкӑрать:
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Туссем, — пуҫлать хӑна, анчах каласа пӗтереймест, сӑмси кӑтӑкланнипе пичӗ-куҫӗ пӗрӗнет, вара вӑл ал тутрине кӑларса ҫӑварне хуплать пулин те, пӗтӗм урам илтӗнмелле сунаслать.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Кармӑшра… — аран-аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ вӑрӑ-хурах.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Таҫта аякка илтӗнмелле юрламасть Исмен, майӗпен ҫеҫ тӑсать юррине.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Патша пире ҫӑмӑллӑх панӑ! — пӗтӗм яла илтӗнмелле кӗрлерӗ пуху.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Тайма пуҫ сире ман аттерен, Юсуф княҫран! — сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса пурне те илтӗнмелле саламларӗ вӑл.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.