Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ангелина Семёновна сӑмахӗсем мана кун самаях кӗскелсе ҫитнине, ҫу кунӗсем иртсе пынине тата кӗҫех Сашӑпа, кукаҫипе, Липучкӑпа сывпуллашмалла пулассине аса илтерчӗҫ…
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫаксем вара пурте — юханшыв та, ҫӳҫе хуллисем те, ҫак арҫын ача та — тахҫанах иртсе кайнӑ кунсене, ача чухнехине аса илтерчӗҫ.И все это: и река, и прутья верболоза, и этот мальчишка, напоминало мне далекие дни детства.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ют ҫӗршывра яланах тунсӑхлаттаракан тӑван ҫӗршыв ҫинчен, килти пурнӑҫ ҫинчен аса илтерчӗҫ.Повеяло далёким прошлым, родными местами, родиной, по которой всегда так остро тоскуется на чужбине.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Темшӗн ҫак шурӑ чечексем салтаксене килти ҫывӑх тӑвансене аса илтерчӗҫ..Почему-то напоминавшие отцам об их детях, живущих там, в далёком тылу.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Приказсем каллех мана пысӑк кимӗсен мачтисене аса илтерчӗҫ — лар та, ши! кӑна шӑхӑрса пыр пуласлӑха, парӑссене хӑпарт, ан тив, вӗсем ҫилпе карӑнса кайса сана пурнӑҫа илсе кайччӑр!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мӗнпур боецсемпе офицерсем те, ялав йӑтнисем вӗсен ҫывӑхӗнчен ҫирӗппӗн утса иртнӗ чух, ӳснӗ пек пулчӗҫ, тата, нимӗн чӗнмерӗҫ пулин те, вӗсем хавхалануллӑ сӑмах тухса калакан чаплӑ ораторсене аса илтерчӗҫ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кунта актёрӑн паха, капӑр костюмӗсем пулнӑ, — вӗсем тӳрех вӑрҫӑчченхи вӑхӑта, вӗсем те — тачкӑллӑ ҫынсем — ытти ҫынсем пекех концертсене ҫӳренӗ, тӑхӑнмалли ҫӗнӗ япаласем илнӗ, ҫӗвӗҫӗпе костюма мӗнле ҫӗлесси ҫинчен тӗнче ыйтӑвӗ пек сӳтсе-явнӑ вӑхӑта аса илтерчӗҫ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Унӑн алли ҫинчи хӑрушӑ сурансене курсан Галлие унччен малтан пуҫланнӑ калаҫу ҫинчен аса илтерчӗҫ.Вид шрамов на этой руке напомнил Галли о бывшем у них перед тем разговоре.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Алӑкран тухнӑ ҫӗрте куҫа шартарса ҫутатакан икӗ шура пысӑк шар ӑна каллех ишсе ҫӳрекен минӑна аса илтерчӗҫ.Два больших, ослепительно белых, светящихся шара у выхода снова напомнили о плавучей мине.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кондрин ҫинчен мана юлташсем аса илтерчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем тавлашрӗҫ те, килӗшрӗҫ те, асӑрханӑ ҫитменлӗхсене пӗр-пӗрне аса илтерчӗҫ, вара, ним тиркесе тӑмасӑрах, пӗр-пӗрне ҫивӗч сӑмахсем каларӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫамрӑк офицерсем ун кӑмӑлне кайрӗҫ, вӗсем халь кӑна корпусран тухса килнине ҫийӗнчех, курсанах чухласа илчӗ вӑл, пуринчен ытла вӗсем ӑна хӑйӗн шӑлнӗ те, корпусрискер, ҫак кунсенчех Севастопольри батарейӑсенчен перине килсе ҫитме кирлине аса илтерчӗҫ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вата учителӗн тӗреклӗ сӑн-пичӗ тата вырӑнта тӑма пӗлмен ҫутӑ куҫӗсем Сашӑна: «Эпир Кронштадтран» тенӗ кинофильмри комиссара аса илтерчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хура, хӗрлӗ ҫипсемпе тӗрленӗ тӗрӗсем вӗри те йӗпе питҫӑмартисене аса илтерчӗҫ.Красные и черные крестики напомнили вышитые рукава и горячие мокрые щеки.
13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Виҫӗмкун пире вырӑнти запассем ҫинче пурӑнма хушакан приказ ҫинчен тата тепӗр хут аса илтерчӗҫ.Позавчера нам еще раз напомнили о приказе, чтобы снабдиться из местных ресурсов.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫаксене хатӗрленӗ вӑхӑтра тӑшмансем иккӗшӗ те аяккарах тӑчӗҫ, вӗсем хӑйсен гувернерӗсем ҫине ҫилленсе пӑхакан айӑпа кӗнӗ икӗ шкул ачине аса илтерчӗҫ.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫак йӗппе чиксе куҫ курман, ҫӑлтӑрсӑр тӗттӗм те, ҫак уҫӑ та нӳрлӗ сывлӑш та, аран илтӗнекен йытӑ вӗрнӗ сасӑ та, утӑпа пиҫсе ҫитнӗ иҫӗм-ҫырли шӑрши те Сергее темӗскерле савӑнӑҫлӑ, ҫамрӑк чухнехи пит тахҫанхи япаласене аса илтерчӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Вӑл хӑй курнӑ инҫетри ҫӗршывсем, пӗлӗтсенчен ҫӳллӗ тусем, шывсӑр пушхирсем, тинӗс пек юханшывсем, асамат пек чипер чечексем, кайӑксем ҫинчен каларӗ; хӑй ҫитсе курнӑ хуласен, халӑхсен ячӗсене асӑнчӗ… темле юмахри ятсене аса илтерчӗҫ вӗсем.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Вӑл чӑнах та Зинаида умӗнче айӑпа кӗчӗ, ҫавӑнпа вӑл ытларах ватӑ княгиньӑна юрама тӑрӑшрӗ, унпа пӗрле генерал-губернатор патне каретӑпа кайса килчӗ; ҫапах унта кайса килни ӑнӑҫлӑ пулмарӗ, ӑна унта темле офицерсемпе пӗрле тахҫан пулса иртнӗ лайӑх мар ӗҫ ҫинчен аса илтерчӗҫ те, ун вара хӑй ҫинчен вӑл вӑхӑтра ӑна-кӑна питех чухлайман ҫын пулнӑ тесе ӑнлантарма тиврӗ.
XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Шухӑшӗсем ӑна ӗлӗкхи савӑнӑҫлӑ вӑхӑта аса илтерчӗҫ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.