Шырав
Шырав ĕçĕ:
идумейсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Горгий пекех, тӗреклӗлетнӗ меллӗ вырӑнсем тытса тӑракан идумейсем те иудейсене канӑҫ паман, Иерусалимран хӑваласа янӑ ҫынсене хӑйсем патне йышӑнса вӑрҫӑ хускатсах тӑнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Эсӗ тата халдейсем Иудейӑна ҫӗмӗрсе-ҫаратса хӑварнӑ чухне идумейсем ҫунтарса янӑ Ҫурта тума пултӑн.45. А ты обещался построить храм, который сожгли Идумеи, когда Иудея опустошена была Халдеями.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав вӑхӑтра Ахаз патша Ассири патшисем патне, вӗсенчен пулӑшу ыйтса, ҫын янӑ, 17. мӗншӗн тесессӗн идумейсем каллех тапӑнса килнӗ, Иудейӑра темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ, тыткӑна илнӗ; 18. филистимсем те Иудейӑн кӑнтӑр енчи тата айлӑмлӑ вырӑнсенчи хуласене тапӑннӑ: Вефсамис, Аиалон, Гедероф хулисене тата Сохо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Фимна хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Гимзо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене ҫӗнсе илнӗ те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авесса, Саруия ывӑлӗ, Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вунсакӑр пинлӗ ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 13. Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗ тӑратнӑ та, идумейсем пурте Давид чурисем пулса тӑнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав вӑхӑтра Рецин, Сири патши, Елафа каялла Сирие тавӑрса панӑ, иудейсене Елафран хӑваласа янӑ; Елафа вара идумейсем йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ паянхи кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара Иорам мӗнпур ҫар урапипе Цаир хулине кайнӑ; вӗсене идумейсем хупӑрласа илнӗ; Иорампа унӑн ҫар урапийӗсен пуҫлӑхӗсем ҫӗрле тӑнӑ та идумейсене тапӑнса ҫӑлӑнса юлнӑ; Иорам халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарса саланнӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратса тухнӑ; пӗтӗм Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратнӑ хыҫҫӑн идумейсем пурте Давид чури пулса тӑнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1