Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

декабрӗн (тĕпĕ: декабрь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Декабрӗн 5-мӗшӗнче пичетлесе кӑларнӑ конкурс итогӗсене кӗтсе илмелле!

- Дождаться итогов конкурса, которые мы опубликуем 5 декабря!

Хула-герой Ленинград Ҫӗнтерӳ мӑнукӗсене кӗтет! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3464608

Декабрӗн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн кун вӑрӑмланма пуҫлать.

После 21 декабря день начинает понемногу удлиняться.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Декабрӗн 21-мӗшӗнче чи кӗске кун; тӑршшӗ унӑн 7 сехет ҫеҫ, ҫӗрӗн тӑршшӗ вунҫичӗ сехет.

21 декабря — самый короткий день: он продолжается только семь часов, а ночь — около 17 часов.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӗрхи призыв октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен иртӗ, службӑна 18 ҫултан пуҫласа 27 ҫула ҫитнӗ РФ 130 пин гражданне чӗнсе илӗҫ.

Осенний призыв пройдет с 1 октября по 31 декабря, на службу будут призваны 130 тыс. граждан РФ в возрасте от 18 до 27 лет.

Путин октябрӗн 1-мӗшӗнчен кӗрхи призыв пуҫланни ҫинчен указа алӑ пуснӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... sn-3461579

Ҫурма финал тапхӑрӗ 2023 ҫулхи октябрӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ, финал тапхӑрӗ Ульяновск хулинче ноябрӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 2-мӗшӗччен иртӗ.

Полуфинальный этап продлится с 7 по 31 октября 2023 года, финальный этап пройдёт в городе Ульяновске с 28 ноября по 2 декабря 2023 года.

2023 ҫулта "Волга-IT’2023" пӗтӗм тӗнчери цифра олимпиади пулать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3444658

1938 ҫулта декабрӗн 15-мӗшӗнче В. П. Чкалов ҫак тумпа вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Январӗн 15-мӗшӗнче ҫыру илтӗм: пӗлтӗрхи декабрӗн 25-мӗшӗнче автомобиле хам пурӑнакан ҫурт подъезчӗ умӗнче тротуар ҫине лартса хӑварнӑшӑн 1 пин тенкӗ штраф тӳлемелле иккен.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Кӑҫалхи декабрӗн 6-мӗшӗнче вырӑссен чаплӑ революцилле демокрачӗ, талантлӑ поэчӗ тата публицисчӗ, философ-материалисчӗ Николай Платонович Огарев ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Ҫак ҫулах декабрӗн 27-мӗшӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ илме тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Иван Гаврилович Кокшин 1919 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Ыран декабрӗн вӑтӑр пӗрремӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн текстне Етӗрнери уес Совечӗн ӗҫтӑвкомӗпе РКП(б) уес организацийӗн «Красные всходы» ятлӑ хаҫатӗнче 1918 ҫулхи декабрӗн 5-мӗшӗнче тухнӑ номерта пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Сталинград облаҫӗнче Дон ҫинчи Калач хули патӗнче декабрӗн 9-мӗшӗнче пуҫне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ан манӑр, ку ӗҫе Хусанта декабрӗн пӗрремӗшӗнче пӑхса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршывра вӗсем 1959 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче йӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Должноҫе Андрей Владимирович декабрӗн 20-мӗшӗнче кӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ - Андрей Тихонов // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11659-mu ... j-tikhonov

Шӑпах ҫак ялта С.И.Илларионов ҫуралнӑ кун ячӗпе (декабрӗн 4-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ) ытларикун «Герой ятне чӗрере упратпӑр» краеведени форумӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Декабрӗн 9-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫӗршыв паттӑрӗсен кунне уявларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх сехетӗнче // Ирина СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11838-pa ... ekhet-nche

Патшалӑх пурлӑхӗсен Хусанти палатин управляющийӗ Нефедьев Шупашкар уесӗнчи чӑвашсемпе ҫармӑссем пӑлханни пирки хӑйӗн министрне 1841 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче ҫапла ҫырса пӗлтернӗ:

Управляющий Казанской палатой госимущества Нефедьев пишет 31 декабря 1841 года следующее донесение своему министру о волнениях среди черемисов и чувашей в Чебоксарском уезде:

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Кӑҫалхи декабрӗн 15-мӗшӗччен ИПСЭР-па килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан проектсен функционаллӑ заказчикӗсен ЧР Цифра министерствине информаци тытӑмӗсене ӗҫе кӗртнипе ҫыхӑннӑ тата пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем тунине ҫирӗплетекен документсем тӑратмалла», — пӗлтернӗ ларӑва хутшӑнакансене Татьяна Ковалева.

Куҫарса пулӑш

Цифра аталанӑвӗ – тӗп вырӑнта // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d1%86%d0%b ... %82%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех