Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтрах (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑхӑт тӗлне выльӑх тикӗсленет, вӑй-халпа опыт шайлашулӑхӗ пур, анчах ҫав вӑхӑтрах лаша умӗнче пӗтӗм пурнӑҫ пур-ха, тата мӗн те пулин ҫӗннине вӗренес кӑмӑл та, вӑй та пур, - каласа панӑ опытлӑ коневод.

К этому времени животное становится уравновешенным, имеет оптимальное соотношение сил и опыта, но в то же время впереди у лошади ещё вся жизнь, и есть желание и силы учиться чему-то новому,– рассказал опытный коневод.

Утлӑ парада хатӗрленесси хӗрсе пырать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3380815

Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти производительсене ҫул парасси ҫинчен те манмастпӑр.

При этом не забываем и про продвижение местных производителей.

Олег Николаев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/22/ole ... ika-torgov

А.К. Салмин шухӑшӗпе, Чике старик сӑнарӗ хӗрсене вӑрласа каякан ҫӗлене те, ҫав вӑхӑтрах пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ авалхи несӗле те калӑпласа тӑрать.

Как полагает А. Салмин, образ Чигестарика совмещает в себе черты и змея-похитителя, и предводителя родаплемени.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫав вӑхӑтрах хаҫат-журнал урлӑ округ, республика, Раҫҫей шайӗнчи хыпарсене пӗлсе тӑракансем те чылай.

Куҫарса пулӑш

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Мӗнле вара пӗр ҫынах тӳрех ӑста ӳкерме те, аван ташлама та, ҫав вӑхӑтрах юрлама та пултарать?

Куҫарса пулӑш

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Вӗсем — чӑннипех те хастар ҫынсем: оперӑпа балет искусствине чӗререн юратаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах Шупашкарти предприятисенче, стройкӑсемпе государствӑ учрежденийӗсенче вӑй хурса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫавӑнпа та художествӑллӑ пултарулӑха анлӑн аталантарса пынипе пӗр вӑхӑтрах эстетикӑллӑ ӗҫе профессионализацилеме тата специализацилеме кирлине те йышӑнмасӑр тӑма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчахрах йӗркеленӗ музыкӑпа драмӑ театрӗ кӗске вӑхӑтрах халӑха виҫӗ оперӑ кӑтартрӗ, ҫав шутра «Шывармань» ятлӑ чӑвашла оперӑна та ӑнӑҫлӑ лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑрҫӑ умӗнхи вӑхӑтрах, 30-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчех, хуласенчи мӗн пур ҫамрӑксене обязательнӑй йӗркепе ҫичӗ ҫул вӗрентессине пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ, ӑна ялсенче, нацилле облаҫсемпе республикӑсенче пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ҫирӗп утӑмсем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Капитализмран социлизма куҫнипе, обществӑна социализмла улӑштарса ҫӗнетнипе пӗр вӑхӑтрах культурӑллӑ революци пулса иртет, буржуаллӑ культурӑ пӑчланса ун вырӑнне социализмлӑ культурӑ аталанма пуҫлать, халӑх массисен культурӑлӑхӗ нихҫанхинчен те хӑватлӑн чечекленсе ӳсет, наукӑпа техникӑн тата искусствӑн мӗн пур ҫӗнтерӗвӗсем, пурлӑхпа культурӑн пӗтӗм ырлӑхӗсем халӑх аллине куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӑй хыҫӗнче ларакан Тоня ҫине те куҫ хӳрипе пӑхкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫак вӑхӑтрах йӑтса тухса урӑх ҫӗре пытарма та шутланӑччӗ пӑшала, асламӑшӗ кансӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫав вӑхӑтрах колхоз пушар сӳнтермелли ҫӗнӗ хатӗрсем те туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Хӑй ҫав вӑхӑтрах тата «кулӑшрах тума тӑрӑш», тет-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Пӗлетӗн и эсӗ, тусӑм, тепӗр чух ҫын куҫҫулӗ витӗрех, макӑрнӑ вӑхӑтрах кулать!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Эсир мана паллаймарӑр курӑнать, анчах эпир пӗр вӑхӑтрах вӗреннӗ сирӗнпе, Андронов юлташ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫав вӑхӑтрах шофер ун ҫине хулпуҫҫи урлӑ пӑхса йӑл-йӑл кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫав вӑхӑтрах шыв пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнине те манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Паянхи тӳлек вӑрман, ешӗл ҫул, ӑшӑ сывлӑш… — пӗрле илсен, темӗнле вӑйлӑ та хитрӗ, ырӑ кӑмӑллӑ та лӑпкӑ, ҫав вӑхӑтрах малтанхи хут юратса пӑрахнӑ та ачалла айван ҫынна аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӗрачан сӑн-сӑпатӗнче темӗнле ҫирӗплӗх палӑрать, вӑл — ӗшеннӗ пулин те — хӑйи-хӑйми темӗнле ырӑ япала ҫинчен ӗмӗтленсе мала пӑхать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех