Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтрах (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах тата, управляющи сӑмахӗсем хама та тивнӗ пек, чӗрем кӑлт хускалчӗ: хӗрхеннӗ пек пултӑм-ши ҫамрӑк начальника.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗлӗнмелле мар-и: Турунов бригади пӗтӗм стройтрестшӑн маяк пулса тӑчӗ, ҫав вӑхӑтрах сирӗн СУ, Турунов бригади ӗҫлекен СУ, епле калас, нихӑш енчен те ҫуттӑн курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав вӑхӑтрах ӑна каҫарас та килчӗ пек: тепӗр ҫынна пачах та килӗшмен кунашкал хӑтланусем ӑна, Турунова, килӗшрӗҫ те пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Акӑ вӑл аллисене лаш! усрӗ те, ҫаннисене турткаласа тӑчӗ, сылтӑм куҫне кӑшт хӗссе, ҫӑварне кӑштах чалӑштарса, хӑйӗнчен хӑй тӗллӗннӗн, хивре сӑмахсемшӗн каҫару ыйтнӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑй те пӗтӗмӗшпех каҫарнине пӗлтернӗн, сассӑр кулса ячӗ, васкамасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Сакӑр уйӑхри подряд ӗҫӗсен планне чылай ирттерсе тултарнӑ, ҫав вӑхӑтрах объектсене ӗҫе кӗртмелли плана пурнӑҫлайман.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсен калаҫӑвне хутшӑнас, вӗсемпе пӗрле савӑнас, хумханас килчӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑрмантарассӑн та туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав вӑхӑтрах Ҫтаппан калаҫкаланинче, хӑйне тыткаланинче ют ҫын мар, начар-и, лайӑх-и, ҫапах хамӑр ҫын, тени те пур, ҫавӑ та пит сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аслати умӗнхи шӑрӑх та пӑчӑ чухнехи пек лару-тӑру халь: кӗтетӗн аслатие, ҫав вӑхӑтрах хӑратӑн та унран, турат хуҫӑлни те аслати ҫатӑртатма тытӑннӑн, кӗрӗслеттерсе ҫапма пуҫтарӑннӑн илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл аллисене пилӗк ҫине хучӗ, каҫӑрӑларах ларчӗ, ҫапла Володя арӑмне ун илемӗнчен тӗлӗннине пытармасӑр, ӑна пирвайхи хут курнӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑйне те начара хумасӑр, мӑнкӑмӑллӑн сӑнаса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӗҫсӗр тӑма лайӑх мар пулчӗ ӑна, ҫав вӑхӑтрах ним тума та алли ҫӗкленмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав вӑхӑтрах эрӗм те кирлӗ пахча тенинче: ҫарӑка та, ытти ҫимӗҫе те сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран сыхлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӳртри япаласене курса, интеллигентлӑ ҫын темелле ӑна, ҫав вӑхӑтрах хӑй паҫӑр, Атӑл хӗрринче чухне, интеллигентсенчен кулнӑ евӗр перкелешсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хула варринчех пурӑнатӑп, ҫав вӑхӑтрах чӑх-чӗп усратӑп, пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ ӳстеретӗп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хускаласса та хуллен, асӑрханса пек хускалать, куҫ айӗн йӑлӑннӑн, ҫав вӑхӑтрах чеен, сӑнаса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав вӑхӑтрах Улатӑр тӑрӑхӗнчен тата Канашпа Ҫӗмӗрле хулисенчен пӗр заявка та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Ҫак укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене пӗтерме май парать, ҫав вӑхӑтрах ачасене пӗчӗкренех кӗмӗлпе усӑ курма вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Хутсем сахал хатӗрлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=NhvJNM5OkpU

Савӑнӑҫлӑ та, ҫав вӑхӑтрах куҫҫуль кӑларакан уяв Шупашкарти 3-мӗш лицейре те анлӑ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo

Тӳлессе вӑхӑтрах тӳлесе пырать-ха, анчах ҫакӑ ун кӗсйине мӗнле ҫӳхетнине пӗлесчӗ ҫынсен!

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ.

Получила образование в Чувашском государственном университете имени И.Н. Ульянова и начала преподавать в школе чувашский язык и литературу.

Театр директорӗн — юбилей // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35083.html

Ҫав вӑхӑтрах килти ҫӗр лаптӑкне те пушӑ вырттарман, ҫӗрулми, ытти пахча ҫимӗҫ ӳстернӗ, выльӑхне те усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех