Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑта (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кремль картишне пысӑк чан ҫакса хунӑ пулать, ӑна кӗлле кӗнӗ, кӗлӗрен тухнӑ чухне мар, вӑхӑта пӗлтерсе ҫапаҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн вӑхӑта ирттермелли пур?

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче инкек тӳссе ирттернӗ халӑхӑн нуши-тертне уҫӑмлӑрах ӑнланатӑн, тӑнӑҫ вӑхӑта ытларах хаклатӑн.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Уйрӑмах, аслӑ ҫултисем пушӑ вӑхӑта вӑл территоринче ирттерме кӑмӑл туни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Девлет-Гирей тесе вӑрҫа тепӗр вӑхӑта хӑварма юраман, сӑмах акӑ мӗн ҫинчен пырать, боярин.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрене тивмелле сӑмахсем ытларах кӗрткелерӗҫ те ҫырӑва пӗлтерсе хучӗҫ: эпир ҫапӑҫӑва хатӗр, вӑхӑта сая ан ярӑр, часрах тапӑнма пуҫлӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ княҫпа ун воеводисен умне пӗр тӑруках икӗ тӗрлӗ йывӑр ӗҫ тухса тӑчӗ: Мускав хӑратма пӑхакан Девлет-Гирее те хӑваласа ямалла, ҫавӑнпа пӗрлех палӑртса хунӑ похода та тепӗр вӑхӑта хӑвармалла мар.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тархасшӑн вӑхӑта сая ан ярӑр, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫырусене пире йӑпатас тесе, вӑхӑта тӑсас тесе ҫеҫ ҫырнине эпир пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ҫанталӑка, вӑхӑта пӑхмасӑр аварие путлантарас тесе кӗрешрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Ҫав сӑвӑ-кермен вӑхӑта парӑнмасть, Унтан ырӑ ҫын нихӑҫан татӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хумхаҫ ярса панӑ хатар вӑхӑта уйрӑммӑнах Иштерек ҫемйи манаймасть.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Эй, — шут тытрӑм эпӗ, — вӑхӑта кун пек ним усӑсӑр ирттериччен Палюк мучи патне, утара кайса пурӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Вӑхӑта вӑраха ямарӑмӑр, тепӗр куннех, кӗреҫесем ҫӗклесе тухса, ӗҫе тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Вячеслав Алексеев, акӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пирӗн ентешсен паттӑрлӑх тӗслӗхӗсене шырассипе, вӗсемпе паллаштарассипе вӑхӑта шеллемесӗр тимлет.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Ачасем вӑхӑта ытларах шкулта ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Ӗҫӗ пӗр-ик кунлӑха мар, чылай вӑхӑта пырать.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кунтах - Анатолий Мочалов фронтран хӑйӗн ачисем патне ҫырнӑ, вӑхӑта пула сарӑхнӑ ҫырусем.

Куҫарса пулӑш

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Пӗр вӑхӑта ҫӑварне шыв сыпнӑ пек пулнӑ халӑх каллех ахӑлтатса кулса янӑ…

Некоторое время в караулке было тихо, а потом снова грянул раскатистый хохот…

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тупӑ кӗрлевӗ ун хӑлхине пӗр вӑхӑта хупланӑ пулмалла, вырӑс салтакӗ тем кӑшкӑрнине вӑл нимӗн те илтмерӗ, кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ те — кӑшт ҫеҫ кая юлмарӗ: ҫурӑмӗнчен лекмелли тӑшман штыкӗ ун сулахай хулне чалӑшшӑн шӑйӑрса илчӗ.

От артиллерийской канонады он на некоторое время оглох и чуть было не получил штыком в спину. Хорошо, русский, что кричал ему «Осторожней! Сзади тебя враг!», догадался указать рукой. Васюк увернулся, и штык задел только левое плечо…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех