Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тухса кайнах, тухса кайнах Елюк Ҫтаппан патӗнчен, тен, ҫав кунах тухса кайнӑ вӑл, ҫав кун пулмасан — тепӗр кунхине, эрнерен, уйӑхран… хӑйӗн шалти вӑйӗ ҫитеймен пулсан, тулашри вӑй пулӑшнах ӑна, — пирӗн чечекленекен пурнӑҫ вӑйӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хута вӗҫтерекен вӑя центробежнӑй вӑй теҫҫӗ; ҫав вӑй яланах япала ҫаврӑннӑ чухне пулать.Сила, которая сбрасывает бумажку, называется центробежной силой; она всегда появляется при вращении.
Ҫӗр ҫинче мӗншӗн кунпа ҫӗр пулать? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Парӑслӑ кимме ҫил вӑйӗ иштерет, этеме мускул вӑйӗ ҫӳретет; кӳлнӗ лава лаша туртать, унта та вӑй кирлӗ.
Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Буржуази вара, рабочипе хресченсен вӑйӗ ун майлӑ тӑрать пулсан, хӑюллӑ, мӗншӗн тесен буржуазин хӑйӗн вӑй ҫук: вӑл кивҫен илнӗ е вӑрланӑ вӑйпа ҫеҫ вӑйлӑ.
XXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫулталӑк та ҫитмен-ха, анчах ҫав сӑмах аллӑ пин телейсӗр, малашнехи пурнӑҫсӑр, пӗр шанӑҫсӑр тӑрса юлнӑ, йывӑр пурнӑҫра тискерленнипе ҫын тивӗҫлӗхне ҫухатнӑ чурасене ҫӗкленӗ; ҫав сӑмах вӗсене тӗнчери чи малта тӑракан салтаксем пулса тӑма пулӑшнӑ, вӗсен чунне хастарлӑх кӗртнӗ, хӑйсене хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма вӑй панӑ, ҫын сӑнарне тавӑрса панӑ; Спартак ҫав сӑмахӑн тӗлӗнмелле пысӑк вӑйӗ хӑйне мӗн таран ҫӗклени ҫинчен те шухӑшларӗ: ӑна, чухӑн, путсӗр гладиатора, хӑватлӑ ҫарӑн хастарлӑ та хӑрушӑ ҫулпуҫӗ туса хучӗ, ӑна ытти кирек мӗнле шухӑшсене те ҫӗнтерме пулӑшрӗ, Валерипе ҫыхӑнтаракан таса юратӑва ҫӗнтерме вӑй пачӗ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Юрра итленипе кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Павӑл ӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса: «Пит аван, Вӑй юлташ! Вӑй — санӑн партизанла яту пулать. Ӑна Вӑй тесе чӗнер, юлташсем» — терӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Корма айӗнчи ултӑ пин лаша вӑйӗпе ҫаврӑнакан винтӑсен вӑйне вӗсенчен пиншер хут хӑватлӑ вӑй путлантарса пӑрахрӗ.Шесть тысяч лошадиных сил, вращавших винты под кормой, были смяты чудовищно превосходившей их мощью.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
— Вӑй ҫумне вӑй — икӗ хут вӑй!
Вӑй ҫумне вӑй // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Мӗншӗн тесен лешсенче вӑй пуррине пӗлеҫҫӗ, вӑйпа ҫын хӑй тивӗҫне хӳтӗлет, вӑйпа кӗрешӳре те ҫӗнтереҫҫӗ…Потому что видят в них олицетворение силы, а сила — это и право и свобода…
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Малтан вӑл аллисене вӑйпах ҫурӑм хыҫне хире-хирӗҫ тытса пӗтӗм вӑйран чӑмӑртать, пуҫне сӗнксе пӑхса тӑрать, унтан унӑн чӗркуҫҫийӗсем тӑр-тӑр-тӑр чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, кӗҫех вӗсем тытса чарма ҫук сиксе чӗтреме тытӑнаҫҫӗ, вара Дымок, вӗтелентерсе тӑракан туртӑмне пусарма вӑй ҫитереймесӗр, ҫапӑҫӑва кӗрсе каять.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл латынь пӗлни те, тӗрӗс е тӗрӗс мар ӗҫсене хӑйне кирлӗ пек тумалли чее теорие пӗлни те Петербургри службӑра кирлӗ пулман; ҫав хушӑрах вӑл хӑй ӑшӗнче тӗлӗрекен вӑй пуррине, ҫав вӑй тӗрлӗрен инкеке пула яланлӑхах ҫиеле тухайманнине, вӑл ҫиеле тухасса шанма та ҫуккине туйнӑ; юмахсенче ҫапла, усал сывлӑшсене, вӗсен сиенлӗ вӑйне пӗтерес тесе, тухатнӑ тӑвӑр пӳлӗме хупса лартнӑ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑваш литератури, Октябрь хыҫҫӑнхи ҫулсенче кӑна халӑх пурнӑҫне шанчӑклӑ тымар яма пуҫланӑ литература, ачалӑхран хӑвӑртах темелле ҫамрӑклӑха куҫрӗ, унтан, ҫулсерен вӑй илсе, пирӗншӗн пулсан вӑрӑмах ҫулне вӑй питти ҫын пекех утса пычӗ (чӑн та, терт-хӗн тӳсмесӗр мар), халӗ пысӑках утӑмсем тӑвать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Тӗлӗнмелле, анчах пуҫлӑхсем ҫилленни ҫак ачаш, вӑйсӑр ҫынна вӑй парса тӑчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӗлӗк чух вӑйӑра вӑй виҫнӗ, ухӑран та пенӗ тет.
Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Кӗркунне ҫирӗп вӑя кӗрсен вӑрманҫӑсем ака уйӑхӗнче лартнӑ хунавсене тӗпчесе хак парӗҫ, ҫу каҫипе вӑй илейменнисене ҫӗннисемпе улӑштарӗҫ.
Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/
— Вӑй ҫитерес килет, Максим Андреевич, темле задание пурнӑҫлама та вӑй ҫитерес килет!
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӗсем кашни тӗл пулмассеренех шахматла выляма хыпкаланнӑ, иккӗшӗ те ҫав вӑйӑ теорине пачах чухламан вӑйсӑр шахматистсем мар: Сулагаевӗ икӗ-виҫӗ хутчен район чемпионӗн ятне те ҫӗнсе илнӗ, Тарановӗ вара ҫамрӑкрах чух хулари турнирсене хутран-ситрен хутшӑнкаланӑ, чемпион пулмах вӑй ҫитереймен те, ҫапах та тепӗр чух республикӑри чи сумлӑ шахматистсенех парӑнтарма пултарнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑййӑн, вӑййӑн вӑй тулли, Вӑййӑн, вӑййӑн вӑй тулли, Кӑвак ҫеҫке хир тулли… — юрлаҫҫӗ хӗрсем.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Анчах пурнӑҫра татӑклӑ улшӑну туса яма мана вӑй кирлӗ пулнӑ, ҫав вӑя хамра… тупаймарӑм.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Паллах, манра икӗ вӑй кӗрешнӗ ун чухне, эпӗ хампа хам кӑмӑлсӑр пулнӑ, ҫапах та хама хам ҫӗнтерме вӑй ҫитереймерӗм.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.