Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах лешӗ те лаши ҫинчен, вырӑнтан тапранмасӑрах, Иона ҫине мӑшкӑллӑн пӑхса ларать.

Но тот стоял и тоже с усмешкой глядел сверху на Иону.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вагонсем вырӑнтан вырӑна кӗмсӗртетсе шӑваҫҫӗ, вӗсен тӑррисене салтаксем ларса тухнӑ.

Дергались, громыхали составы с бойцами на крышах вагонов.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫав вӑхӑтрах урӑх платформӑсем умӗнчен — Пӗтӗм Российӑри Тӗп ӗҫ тӑвакан комитет членӗсене лартса тата тӗрлӗ учрежденисене тиесе, ытти икӗ поезчӗ те вырӑнтан тапранаҫҫӗ.

Одновременно с других платформ отошли два другие поезда с членами Всероссийского центрального исполнительного комитета и учреждениями.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Штабс-капитан салхуллӑ та наян сасӑпа: — Эпир виҫӗ ҫул хушши шуйттансем пек ҫапӑҫнӑ. Халӗ ӗнтӗ эпир, пиччепе, хӗҫӗмӗрсене сутса ятӑмӑр та, урӑх вырӑнтан та тапранас ҫук. Точка, — тесе хурать.

Штабс-капитан проговорил мрачно и лениво: — Мы три года дрались, как черти. Мы с братом загнали шпалеры и не пошевелимся. Точка.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Деникин автомобилӗ ӗлӗк патша памятникӗ пулнӑ вырӑнтан инҫетре те мар тӑрать.

Автомобиль Деникина остановился неподалеку от бывшего памятника царю.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кимӗ вырӑнтан тапранчӗ те кӗҫех вырӑнӗсем аякра сӗмленсе палӑракан пысӑк кӳлӗн анлӑ ытамне шуса тухрӗ.

Лодка поплыла по озерку и вскоре очутилась на широком раздолье огромного озера, чьи берега терялись вдали.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Е вӑл тетрадь брошюрӑна куҫса, калӑпӑр, ҫак кулӗ ку енчи улах вырӑнтан ҫынсем патне лекес пулсан, вӗсемшӗн мӗнле те пулин вырӑн йышӑнасса, мӗнле те пулин пӗлтерӗшлӗ пуласса чӑнласах шанать-и?

Или он действительно верит, что тетрадка, превращенная в брошюру, даже если допустить, что она попадет из этой заозерной глуши к людям, сможет теперь сыграть какую-нибудь роль, будет иметь теперь какое-нибудь значение?

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫав динамомашина, хӑй ӑшӗнчи хӑвачӗпе кисренсе-чӗтренсе лараканскер, кӗҫ-вӗҫ вырӑнтан хускалса, пӗр чарӑнмасӑр малалла та малалла каяс пек туйӑнчӗ.

Прикованную к стене и подрагивающую от заключенной в ней энергии, как бы желая сорваться с места, и пойти, и пойти!

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Унӑн та вырӑнтан тапранма вӑй ҫук.

Он тоже не мог больше двинуться с места.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Шутсӑр хытӑ мӗкӗрленнипе арҫын ачан сӑмсинчен юн кайма пуҫларӗ, ҫуни вара вырӑнтан тапранасшӑн та мар.

Он настолько напрягался, что из носа хлынула кровь, но всё без толку — сдвинуть сани с места так и не удалось.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та Лукос вырӑнтан та тапранмарӗ.

Но Лукас не сдвинулся с места.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унтан Эмиль ҫуна ҫине вырнаҫса ларчӗ те тилхепине туртса Лукоса вырӑнтан хускатасшӑн пулчӗ.

А потом сам взгромоздился на облучок, дёрнул вожжи и крикнул Лукасу, чтобы он трогал.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Апла пулин те вырӑнтан хускалчӗ.

Но всё же встала.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑнасем сасартӑках ҫав тери ывӑнса кайрӗҫ, вӗсен вырӑнтан хускалма та вӑй ҫук.

Гости вдруг почувствовали себя такими усталыми, что просто не в силах были пошевелиться.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Темиҫе ҫул хушши вӑл Лагадо губернаторӗ пулнӑ, анчах министрсем ӑна курайманнипе ӗҫлеме пултараймасть тесе вырӑнтан кӑларттарнӑ.

Он несколько лет состоял губернатором Лагадо, но, по проискам министров, был отстранен от должности якобы за неспособность.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем пурте тенӗ пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк тумтирсем тӑхӑннӑ, куҫӗсене чарса пӑрахса вӗсем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑналла кускаласа ҫӳреҫҫӗ.

Почти все они были в лохмотьях; вытаращив глаза, они беспорядочно метались по улицам.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, хальхи вӑхӑтра вӗсем вырӑнтан тапранман икӗ ҫӗр пин сӑлтӑр каталогне тунӑ пулсан, пирӗн ҫӑлтӑрсен чи пысӑк каталогӗнче те вӗсеннинчен виҫӗ хут каярах ӳкернӗ-ха.

Так, ими составлен каталог двухсот тысяч неподвижных звезд, между тем как самый обширный из наших каталогов содержит не более одной трети этого числа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Магнита тӳп-тӳрӗ лартсан, унӑн икӗ полюсӗ те ҫӗртен пӗр пек хушӑра пулса иккӗшӗ те пӗр пек вӑйпа ӗҫлеҫҫӗ: пӗри япаласене ҫӳлелле тӗртет, тепри хӑй патнелле туртса илет, ҫакна пула утрав пӗр вырӑнтан ниепле те тапранма пултараймасть.

Полюсы магнита, находясь на одинаковом расстоянии от земли, действуют с одинаковой силой, один — притягивая остров книзу, другой — толкая его вверх, и остров не может сдвинуться с места.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак магнит пулӑшнипе утрава ҫӳлелле хӑпартма, аялалла антарма тата пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарма пулать, мӗншӗн тесен ҫак монарх пуҫ пулса тӑракан ҫӗр чӑмӑрӗн пӗр пайӗ тӗлӗшпе магнитӑн пӗр вӗҫне япаласене хӑй патне туртса илмелле, тепӗр вӗҫне япаласене хӑй патӗнчен тӗртсе ямалла тунӑ.

При помощи этого магнита остров может подниматься, опускаться и передвигаться с одного места на другое, ибо по отношению к подвластной монарху части земной поверхности магнит обладает с одного конца притягательной силой, а с другого — отталкивающей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Магнита ниепле вӑйпа та вырӑнтан тапратма май ҫук, мӗншӗн тесен унӑн хупӑлчи пулса тӑракан цилиндр хӑй пекех хулӑн алмазран тунӑ никӗсӗпе пӗрле утравӑн тӗпӗ пулса тӑрать.

Никакая сила не может сдвинуть с места описанный нами магнит, потому что цилиндр вместе с ножками составляет одно целое с массивной алмазной плитой, образующей основание острова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех