Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дрибб Адара шывӗпе анатарах пӗчӗк ялта, халӗ Тарт тӑракан вырӑнтан пилӗк ҫухрӑмра, пурӑнать.

Дрибб жил в деревушке по течению Адары ниже того места, где находился Тарт, верст пять.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Чахоткӑпа чирлӗ ҫын алли евӗр шурса кайнӑ Ганэль сисмесӗрех пӑшалне ярса тытрӗ, анчах вырӑнтан хускалмарӗ.

Бледный, как рука чахоточного, Ганэль машинально схватил ружье, не решаясь тронуться с места.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Пӗтӗм урама аптӑратнӑ-хумхантарнӑ этем, пӗрисене — айванла хӑпартланӑва, теприсене тилӗрӳллӗ тарӑхӑва ывӑтнӑскер, ачасемпе хӗрарӑмсен сехрине хӑпартнӑ этем, ылтӑна вӑл нихӑҫан та пулма пултарайман вырӑнтан кӑларнӑскер, — ҫак ҫын пӗртен пӗр юбкӑшӑн вилнӗ-и?!

Человек, встревоживший целую улицу, человек, бросивший одних в наивный восторг, других — в яростное негодование, напугавший детей и женщин, вынимавший золото из таких мест, где ему быть вовсе не надлежит, — этот человек умер из-за одной юбки?!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Пурте, ҫав шутра мӑраннисем те, вырӑнтан сике-сике тӑчӗҫ, Гольца ҫавӑрса ункӑларӗҫ.

Все, даже самые флегматичные, повскакали с мест и кольцом окружили Гольца.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Ам самаях сарӑлчӗ те Мард суллине хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑнтан ҫӗклерӗ.

Ам разлился и снял плот Марда с песчаной отмели.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Элда кӗрсенех вӗсем вырӑнтан ҫӗкленчӗҫ, Готорн ӑна тав турӗ, ҫак тӗслӗх лару-тӑрӑвӗ ӑна актрисӑн талантне тивӗҫлипе тепӗр хут хакламашкӑн май панине, ҫак талантпа вӑл тӗлӗнмеллерех, анчах ҫынлӑхлӑ ӗҫшӗн усӑ курнине палӑртрӗ.

При входе Элды они встали, и Готорн поблагодарил ее, прибавив, что лишь характер случая мешает ему воздать должное ее таланту, который она употребила на, может быть, странное, но истинно человеческое дело.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Том стаканран пӗр ҫӑвар ҫеҫ сыпма ӗлкӗрчӗ, пач кӗтмен ҫӗртен пӳлӗме Корнелия кӗрсе тӑчӗ, ӗҫкӗҫе сӗтел ҫинчен йӑтса антарчӗ те — шӑппӑн та йӑвашшӑн, анчах таса совеҫпе шӑпах хайхи ҫав вырӑнтан виҫӗ хутчен ҫатлаттарчӗ.

Едва Том отхлебнул из стакана, как вошла Корнелия, сняла пьяницу со стола и молча, но добросовестно шлепнула три раза по тому самому месту.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Васкамаллине аван ӑнланать, ҫапах пӗр хушӑ иккӗленсе тӑчӗ, унтан вырӑнтан хускалчӗ, урам урлӑ каҫса юхан шыв патнелле утрӗ.

Постояв в нерешительности, хотя сознавал, что медлить опасно, он наконец тронулся с места, перешел улицу и стал пробираться к реке.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

— Хисеплӗрен те хисеплӗ, аслӑ… — вырӑнтан ҫӗкленнӗ май мӑкӑртатрӗ Гатт.

— Ваше степенство… — пробормотал, подымаясь, Гатт.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Пер минутран вӑл Пек ҫумӗнчен пушӑ вырӑнтан иртнӗн утса кайрӗ.

Постояв с минуту, он прошел мимо Пека, как мимо пустого места.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Нэф — вӑрансан — ҫывӑрнӑ вырӑнтан каялла каякан ура тупанӗн йӗрӗсене кӑтартрӗ.

Проснувшись, Нэф показал Пеку следы, обращенные к ночлегу пятками.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Ҫав тери шӑп тӑнӑран — телефонӑн вӑрах шӑнкӑравӗ пӳлӗмсен чӗмсӗрлӗхне ӗҫлӗ чӗтревпе касса ҫурчӗ, кантӑк умӗнчи саланкӑр Шамполиона вырӑнтан кӑмӑлсӑррӑн хускатрӗ.

Было так тихо, что долгий телефонный звонок, деловой трелью прорезавший молчание комнат, неприятно оживил Шамполиона, рассеянно сидевшего у окна.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Ҫакӑ пулман тӑк Веста куҫ хӗссе аптӑратмастчӗ, — ку ҫак вырӑнтан кайма хушнине пӗлтерет.

Не случись этого, Вест был бы избавлен от подмигивания, означавшего приказ удалиться.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Пӗлӗт хыҫӗнчен уйӑх йӑпшӑнса пӑхать, пытаннӑ вырӑнтан — Ферфас.

Выглянул из-за туч месяц.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Ҫакӑ пурри хӑйӗн таврашӗнче мӗн пулса иртнине вырӑнтан хускалмасӑрах пӗлеет.

У кого он есть, тот может, не сходя с места, знать, что есть вокруг него.

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Пекке уҫса Кольбер хӗре ҫӗре ӳкересшӗнччӗ те сӑхнӑ вырӑнтан касасшӑнччӗ.

Раскрыв нож, Кольбер старался повалить девушку, чтобы совершить операцию.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

— Кийне тӗкнӗ май Энниок вырӑнтан тапранмарӗпе пӗрех.

— Ударяя кием, он почти не сходил с места.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӗсем нӳрлӗ тӑпра ҫинчен ҫӗкленчӗҫ, хурлӑхлӑ вырӑнтан хыпаланса утса кайрӗҫ; вара тинех ҫӗкленчӗк чунӗсене лӑплантара-лӑплантара, пӗр-пӗрин валли кирлӗ сӑмахсем тупа-тупа калаҫрӗҫ, хӑйсен лару-тӑрӑвӗнче ку таранччен тӗшмӗртменнине уҫӑмлатрӗҫ.

Они встали, удалившись от печального места, и тогда, наконец, взаимные слова, приведенные в некоторый порядок силой возбужденных душ, объяснили каждому то, что оставалось неясным в их положении.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Урама тухсан вӑл пичетлемелли «Ундервуд» машина ҫакӑн йышши «Ремингтонран» мӗн енӗпе аванраххи пирки лӑпкӑн та тимлӗн, тӗлсӗррӗн шухӑшласа утрӗ, ҫӗр кӑмрӑкӗпе кирпӗч ванчӑкӗ тӑкса тултарнӑ пушӑ темиҫе вырӑнтан иртсен Ангр ҫулӗн кивӗ чул пусмипе кӗпер ҫине хӑпарчӗ, унтан хула варринелле тӑсӑлакан урамсем патне тухрӗ.

Выйдя на улицу, он очень тихо, бесцельно, сосредоточенно думая о преимуществах пишущей машины Ундервуд перед такой же Ремингтон, пересек несколько пустырей, усыпанных угольным и кирпичным щебнем, и поднялся по старым, каменным лестницам Ангрской дороги на мост, а оттуда прошел к улицам, ведущим в центр города.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӳмепе пысӑках мар пушӑ вырӑнтан лерелле — вӑрман; ун ҫумӗнченех Зурбаган пуҫланать.

За забором и небольшим пустырем лежал лес, примыкающий к Зурбагану.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех