Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ман вырӑнтан пӑрахса аяккалла ҫӳреме юрамасть.

— Мне нельзя удаляться от моего места.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Халӗ ӗнтӗ, Ленин юлташ, сирӗнтен икӗ ӗҫе татса пама ыйтатпӑр: пӗрремӗш ыйту — контрреволюципе, хӑйӗн казак-землякӗсемпе вӑрҫма хӑюлӑх ҫитереймен, вӑрҫма пултарайман, вӑрҫма юрӑхсӑр е вӑрҫасшӑн мар Снесарева вырӑнтан илмелле.

Теперь две просьбы к вам, товарищ Ленин: первая — убрать Снесарева, который не в силах, не может, не способен или не хочет вести войну с контрреволюцией, со своими земляками — казаками.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кукленсе ларакан пӗчӗк ачи вырӑнтан та хусканаймарӗ, хӑранӑ тӑмана чӗппи пек пуҫне ҫеҫ ҫавӑрса пӑхать.

Маленький остался на корточках, только повернул, как испуганный совенок, голову.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ӳссе шӑртланса ларнӑ сухаллӑ пӗчӗк пичӗ ҫинче унӑн куҫӗсем ҫеҫ палӑраҫҫӗ; вӑл куҫсем унӑн — вырӑнтан хускалмасӑр, вичкӗнӗн, витӗр пӑхаҫҫӗ.

на маленьком, заросшем щетиной, лице его заметны были одни глаза: пристальные и неподвижные.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Поездсем туртӑнса илеҫҫӗ, вырӑнтан тапранаҫҫӗ, пӗр-икӗ ҫухрӑма е кӑшт ытларах та-и малалла шӑваҫҫӗ.

Поезда дергались, трогались, ползли версты с две или больше.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эшелонсем ӗнтӗ Белая Калитваран, — Донец урлӑ каҫмалли кӗпере юсаса эрне яхӑн тӑнӑ вырӑнтан, иртнӗ те, Морозовская станици патнелле ҫывхарнӑ.

Эшелоны уже миновали Белую Калитву, — где задержались с неделю с починкой моста через Донец, — и приближались к станице Морозовской.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл шутланӑ тӑрӑх, революциллӗ хӗрӳ ҫуйханулӑх, митингсем, хӗрлӗ ялавсем, этемсен ҫил-тӑвӑл пек вырӑнтан тапраннӑ пӗтӗм массисем лӑпланмалла та пурте йӗркене кӗмелле пулнӑ.

Он полагал, что революционные страсти, митинги, красные знамена, весь водоворот сдвинутых с места человеческих масс уляжется и все придет в порядок.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Май уйӑхӗн ҫирӗм иккӗмӗш кунӗнче шуррисем кӗпере сирпӗнтерсе яраҫҫӗ, кӗперӗн хӗвеланӑҫ енчи ферми вӑтӑр хӑлаҫ ҫӳллӗшлӗ вырӑнтан хӑйӑр ҫине ишӗлсе анать.

Двадцать второго мая белые взорвали мост, западная ферма его рухнула с тридцатисаженной высоты на песчаную отмель.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Эсӗ мӗн ҫухатнӑ тата? — тет ӑна Пархоменко, лашине хӗр патнелле уттарса; лаши, хӗр вырӑнтан та тапранманнипе, ун патнех ҫитсе ӑна сӑмсипеле сӗртӗнет.

— А ты чего потеряла? — сказал ей Пархоменко, наезжая так, что лошадь задела губами девку, но она и не пошевелилась.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эвакуаци пыракан магистральрен тата Ворошиловӑн 5-мӗш армийӗ ушкӑнланнӑ вырӑнтан кӑнтӑрарах, Изюм хулинче, пин штыка яхӑнлӑ Донец армийӗ вырнаҫса тӑнӑ.

Южнее магистрали, по которой шла эвакуация и где формировалась 5-я армия Ворошилова, — в городе Изюме располагалась Донецкая армия, около тысячи штыков.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах лешӗ те лаши ҫинчен, вырӑнтан тапранмасӑрах, Иона ҫине мӑшкӑллӑн пӑхса ларать.

Но тот стоял и тоже с усмешкой глядел сверху на Иону.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вагонсем вырӑнтан вырӑна кӗмсӗртетсе шӑваҫҫӗ, вӗсен тӑррисене салтаксем ларса тухнӑ.

Дергались, громыхали составы с бойцами на крышах вагонов.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫав вӑхӑтрах урӑх платформӑсем умӗнчен — Пӗтӗм Российӑри Тӗп ӗҫ тӑвакан комитет членӗсене лартса тата тӗрлӗ учрежденисене тиесе, ытти икӗ поезчӗ те вырӑнтан тапранаҫҫӗ.

Одновременно с других платформ отошли два другие поезда с членами Всероссийского центрального исполнительного комитета и учреждениями.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Штабс-капитан салхуллӑ та наян сасӑпа: — Эпир виҫӗ ҫул хушши шуйттансем пек ҫапӑҫнӑ. Халӗ ӗнтӗ эпир, пиччепе, хӗҫӗмӗрсене сутса ятӑмӑр та, урӑх вырӑнтан та тапранас ҫук. Точка, — тесе хурать.

Штабс-капитан проговорил мрачно и лениво: — Мы три года дрались, как черти. Мы с братом загнали шпалеры и не пошевелимся. Точка.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Деникин автомобилӗ ӗлӗк патша памятникӗ пулнӑ вырӑнтан инҫетре те мар тӑрать.

Автомобиль Деникина остановился неподалеку от бывшего памятника царю.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кимӗ вырӑнтан тапранчӗ те кӗҫех вырӑнӗсем аякра сӗмленсе палӑракан пысӑк кӳлӗн анлӑ ытамне шуса тухрӗ.

Лодка поплыла по озерку и вскоре очутилась на широком раздолье огромного озера, чьи берега терялись вдали.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Е вӑл тетрадь брошюрӑна куҫса, калӑпӑр, ҫак кулӗ ку енчи улах вырӑнтан ҫынсем патне лекес пулсан, вӗсемшӗн мӗнле те пулин вырӑн йышӑнасса, мӗнле те пулин пӗлтерӗшлӗ пуласса чӑнласах шанать-и?

Или он действительно верит, что тетрадка, превращенная в брошюру, даже если допустить, что она попадет из этой заозерной глуши к людям, сможет теперь сыграть какую-нибудь роль, будет иметь теперь какое-нибудь значение?

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫав динамомашина, хӑй ӑшӗнчи хӑвачӗпе кисренсе-чӗтренсе лараканскер, кӗҫ-вӗҫ вырӑнтан хускалса, пӗр чарӑнмасӑр малалла та малалла каяс пек туйӑнчӗ.

Прикованную к стене и подрагивающую от заключенной в ней энергии, как бы желая сорваться с места, и пойти, и пойти!

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Унӑн та вырӑнтан тапранма вӑй ҫук.

Он тоже не мог больше двинуться с места.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Шутсӑр хытӑ мӗкӗрленнипе арҫын ачан сӑмсинчен юн кайма пуҫларӗ, ҫуни вара вырӑнтан тапранасшӑн та мар.

Он настолько напрягался, что из носа хлынула кровь, но всё без толку — сдвинуть сани с места так и не удалось.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех