Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем курӑка «кӗскетеҫҫӗ», ҫӗре тислӗкпе имҫамлаҫҫӗ, ӳсентӑран вӑрлӑхне вырӑнтан вырӑна куҫараҫҫӗ тата ҫӗре хытараҫҫӗ.

Они «подстригают» траву, удобряют землю, переносят семена и уплотняют почву.

Румынинчи зубрсем планетӑна климат улшӑнӑвӗнчен сыхлама пултараҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/38193.html

Ют алла лекнине сиссе вырӑнтан та хускалмасть лаша.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вырӑнтан та тапранмасть, иҫмасса.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хуп-хура урхамах, Шуркассинчен ҫиҫтерсе килни, улӑхпа айлӑмалла вӗҫтернӗ, енчен енне ҫапкаланса пыракан хуҫине хӑрушӑ вырӑнтан аяккарах илсе кайма хӑтланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Макӑрса куҫӗ типсен, аран хӑпӑрчӗ ку вырӑнтан Тетей.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Шӑллӗ Ямас аран илсе кайрӗ ӑна ҫав вырӑнтан.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узин хӑвӑртрах кайма тӑрӑшать ҫав вырӑнтан, темиҫе хӗрарӑм пуҫтарӑннӑ вырӑнтан аякран пӑрӑнса иртет.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюнана пытарнӑ купана кашнинчех вырӑнтан вырӑна куҫарать.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл каллех турат купине вырӑнтан вырӑна куҫарма тытӑнчӗ, Алюнана тупасса шанчӗ, анчах тар юхтарса тӑрмашни кӑлӑхах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Урамра вӑл мӗн каҫченех ларчӗ пӗр вырӑнтан тапранмасӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ӑна вӑрмана илсе кайрӗҫ, ҫатра купи патне ҫитрӗҫ вӗсем, пӗтӗм ҫатра купине пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарчӗҫ, анчах виле пулмарӗ унта.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Меллӗ вырнаҫнӑ вырӑнтан тӑрас килмерӗ вӗсен, ҫавах та хӑйсене ҫӗнтерсе йӑраланса тӑчӗҫ вӗсем, вара вӑй ҫукран сулкаланса аран-аран ҫитрӗҫ киле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Трубкӑна Элиме илет тесе шутларӗ вӑл, ҫавӑнпа вырӑнтан тапранмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн тин вырӑнтан тапранчӗҫ тус хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫав вырӑнтан инҫех мар ҫӗнӗ хваттер пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Питӗ вӑй-халсӑрланнӑ Кирейӑн вырӑнтан тапранас килмерӗ, вӑл хускалмасӑр выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Мӗнрен ывӑнмалла манӑн, кирпӗч купине вырӑнтан вырӑна куҫарман, вакунра канса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирее хирӗҫ ыткӑнса, ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, пур уҫӑ вырӑнтан чуптума тытӑнчӗ, уйрӑмах тутинчен, ҫавӑнтах ҫӑтса ярӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей панӑ укҫанах хӑй пытарса хунӑ вырӑнтан кӑларнӑ ӗнтӗ Илемпи.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей айӑплӑн пуҫне усрӗ, Элимене пит ҫӑмартийӗнчен, путӑк вырӑнтан чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех