Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лукарье вырӑнтан та хускалаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тилхепине хускатсанах вырӑнтан сиксе каяссӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ ютшӑнса макӑрма пултарассине аса илсе, вырӑнтан хускалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь вара пуҫран ҫапса анратнӑ пек вырӑнтан та хускалаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ахӑрса кулма та хатӗрччӗ, хӑйсене вырӑнтан хӑвалас хӑрушлӑх чарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑрахут вырӑнтан тапрансан, пристаньпе ҫыран хӗррисем хӑвӑрттӑн вӗлтлетсе юла пуҫласан, Ҫтаппан хуйха ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ енне, ҫырмана, анакан сукмакпа манах тумне тӑхӑннӑ виҫӗ ватӑ хӗрарӑм утса пынине курса хӑй тӑракан вырӑнтан сасартӑк кӑшт каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

— Сансӑр ҫак вырӑнтан ниҫта та каймастпӑр!

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Хам ҫав вӑхӑтрах «атлетӑн» кашни хусканӑвне сӑнаса тӑратӑп, Аленӑна меллӗ самантпа усӑ курса ку вырӑнтан кайма хытӑ (хама ҫавӑн пек туйӑнчӗ) ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Вырӑнтан тапранма та ӗлкӗреймерӗҫ — «атлет» мана:

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Вӑл ҫак вырӑнтан инҫе пурӑнмасть, ик ҫӗр ҫухрӑмра кӑна.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Йытӑ, чаплӑ ӑйӑр пек, вырӑнтан тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вӑрманхӗрри Шӑхальсен пилӗк-ултӑ кӗтӗвӗ вӑрманти Хуравай ҫырмисенче ҫӳретчӗ, Нӑрваш Шӑхальпе Пулевей Шӑхальсен кӗтӳлӗхӗсем Мишер вӑрманӗ (Юхма юхан шыв ҫак вырӑнтан ҫул пуҫлать) ҫумӗнче Кӳпӗрле енчеччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Паллах, вырӑнтан никам та хускалмасть.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вырӑнтан хускалса кайма ӗлкӗреймен такси ҫине кӗрсе лартӑм та водительне университетӑн тӗп корпусне хӑвалама ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Вӑкӑр махорка шӑршлать — ӗҫлет, шӑршламасть — вырӑнтан та хускалмасть.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ҫамрӑкӑн ӗҫлес килет, ҫав ӗҫе тухнӑ кунах вӑкӑр ун ҫине пӑхкалать, мӗкӗрет, анчах вырӑнтан та тапранмасть.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Автобус вырӑнтан тапрансанах хӗрарӑм чӗри хӗссе-ыратса илчӗ, куҫҫулӗ те пӑчӑртанса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫынсем иртсе ҫӳрекен вырӑнтан айӑккинерехри вӑрӑм сак ҫинче хӗрлӗ те кӑвак пысӑк чечеклӗ сатинран ҫӗленӗ кӗпе, хӑмӑртарах тӗслӗ джемпер тӑхӑннӑ хӗрарӑм ларать.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Машина майӗпен хӑрушӑ вырӑнтан чипер пӑр ҫине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех