Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выльӑхсенчен (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та — чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 7. анчах ҫинӗ апатне кавлекен, чӗрни хушши тарӑн йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫакна ан ҫийӗр: тӗвене, мулкача, ҫӗр мулкачне, мӗншӗн тесессӗн вӗсем кавлеҫҫӗ пулсассӑн та, чӗрнисем вӗсенӗн икке уйӑрӑлман: вӗсем сирӗншӗн таса мар; 8. сыснана та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӗкӗр чӗрнеллӗ пулсассӑн та, ҫинӗ апатне кавлемест: вӑл сирӗншӗн таса мар; вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр.

6. Всякий скот, у которого раздвоены копыта и на обоих копытах глубокий разрез, и который скот жует жвачку, тот ешьте; 7. только сих не ешьте из жующих жвачку и имеющих раздвоенные копыта с глубоким разрезом: верблюда, зайца и тушканчика, потому что, хотя они жуют жвачку, но копыта у них не раздвоены: нечисты они для вас; 8. и свиньи, потому что копыта у нее раздвоены, но не жует жвачки: нечиста она для вас; не ешьте мяса их, и к трупам их не прикасайтесь.

Аст 14 // .

1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене калӑр: ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗхрен сире ҫиме юракан чӗрчунсем акӑ ҫаксем: 3. йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та, чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 4. ҫинӗ апатне кавлекен, йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫаксене анчах ан ҫийӗр: тӗвене ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 5. ҫӗр мулкачне те ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 6. мулкача та ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 7. сыснана та ан ҫийӗр — унӑн чӗрни икке уйӑрӑлнӑ, чӗрни хушши те тарӑн, анчах ҫинӗ апатне кавлемест, вӑл сирӗншӗн таса мар; 8. вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр, вӗсем сирӗншӗн таса мар.

1. И сказал Господь Моисею и Аарону, говоря им: 2. скажите сынам Израилевым: вот животные, которые можно вам есть из всего скота на земле: 3. всякий скот, у которого раздвоены копыта и на копытах глубокий разрез, и который жует жвачку, ешьте; 4. только сих не ешьте из жующих жвачку и имеющих раздвоенные копыта: верблюда, потому что он жует жвачку, но копыта у него не раздвоены, нечист он для вас; 5. и тушканчика, потому что он жует жвачку, но копыта у него не раздвоены, нечист он для вас, 6. и зайца, потому что он жует жвачку, но копыта у него не раздвоены, нечист он для вас; 7. и свиньи, потому что копыта у нее раздвоены и на копытах разрез глубокий, но она не жует жвачки, нечиста она для вас; 8. мяса их не ешьте и к трупам их не прикасайтесь; нечисты они для вас.

Лев 11 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех