Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулатчӗҫ (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ксени каҫ пулсан кунта пӗтӗм ҫемье пуҫтарӑннине, пурте пысӑк сӗтел тавра пурҫӑн шерепеллӗ хӗрлӗ сарӑ абажур айне вырнаҫса ларнине аса илчӗ — чей ӗҫетчӗҫ, доминолла, картла вылятчӗҫ, радио итлетчӗҫ, сасӑпа интереслӗ кӗнеке е хаҫатра тухнӑ статьяна вулатчӗҫ, тавлашатчӗҫ, савӑнатчӗҫ, уявсем ирттеретчӗҫ — ҫакӑ пӗтӗмпех уҫҫӑн, шавлӑн, пурин куҫӗ умӗнче пулса иртетчӗ.

Ксения вспомнила, как сюда по вечерам сходилась вся семья, все рассаживались за большим столом под оранжевым, с шелковыми кистями абажуром: пили чай, играли в домино, карты, слушали радио, читали вслух интересную книгу или статью из газеты, спорили, веселились — шумно, открыто, на виду у всех.

2 // .

Ҫак пурнӑҫра чи малтанхи хут сӑмахсене тулли саспаллисемпе пӗтӗм чӳрече сарлакӑш ҫырса тухнӑччӗ, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫынсем пыратчӗҫ те ҫав сӑмахсене вулатчӗҫ, вӗсене тем пекех улӑштарас килетчӗ пулин те нимӗскерпе улӑштарма ҫукчӗ.

Первые в этой жизни слова были написаны жирными буквами во всю ширину окна, всё новые и новые люди подходили и читали их, и ничего нельзя было изменить, как бы страстно этого ни хотелось.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // .

Пӗрисем кӗнекесем вулатчӗҫ, теприсем калаҫатчӗҫ.

Все были заняты — кто чтением, кто разговором.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // .

Вӑл Энскра юлнӑ хӑйӗн икӗ тусӗпе ҫыру ҫӳретет те хӑй ҫырӑвӗсене ӑҫта ҫитнӗ унта пӑрахса ҫӳрет, вӗсене вара кашниех вулатчӗ, хӑнасем пырсан, вӗсем те пулин вулатчӗҫ.

Она переписывалась с двумя подругами, оставшимися в Энске, и повсюду теряла свои письма, так что их читали все, кому не лень, даже гости.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Сӑвви-хайлавне вулатчӗҫ.

Читали свои произведения.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Ҫамрӑксем шкулта вӗреннӗ чух нумай вулатчӗҫ, халӗ вӗсен аллине кӗнеке тыттараяс ҫук. Мӑшӑрӑм вара ытларах хаҫат-журнала шӗкӗлчет. Тӗп вулакан пирӗн — пӗчӗк мӑнук. Пире кашни кун кӗнеке вулаттарать. Кӗрӳ те вулама юратать, яла килсен яланах библиотекӑна васкать», — пӗлтерчӗ Л.Шикарева.

"Молодежь в школьные годы много читала, сейчас их не заставить взять в руки книгу. Супруг больше прессу изучает. Главный читатель у нас - маленький внук. Нас каждый день просит почитать. И зять любит читать, приезжая в деревню всегда торопится в библиотеку", - сообщила Л.Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех