Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вити (тĕпĕ: вите) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, ҫырма хӗрринчех, шыв уҫлакан башньӑпа юнашар, сысна вити сарӑлса ларать.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Нумай ҫисе пӑрахнипе кашни какӑрнӑ чухне хам ҫӑвартан чӑх вити шӑрши килет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лере, ӗне вити пуҫӗнче ҫеҫ, тахӑшӗ хулӑн сасӑпа ахӑлтатса кулать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӗне вити пуҫӗ ҫырмана тухать, ҫулран катара, ҫавӑнпа кунта сас-чӗвӗ сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Парамун чи хӗрринчи ӗне вити патне утать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Парамун ӗне вити патӗнчи сӗт урапи ҫине лартнӑ бидонран таз ҫине обрат ярать, йыттисене йыхӑрать:

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӗне вити патне пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна йӑпатма сӑмах тупайман пирки, хӑй те пуҫне чиксе ӗне вити еннелле иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн пӗр кӗтессинче вак пӗренесенчен хӳсе тунӑ лаша вити.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Картиш тавра виҫӗ хут чупса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн лаша каллех хӑй вити умӗнче чарӑнса тӑчӗ, тепӗр хут хартлатса илчӗ, ҫунакан витене хуллен, лӑпкӑн кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑк ҫинче ҫӑмарта пухнӑ хыҫҫӑн шӑллӗсем сысна вити чӳречинчен тухмалла вылянине курчӗ-ха Сергей, лавккана ҫын нумай килнипе кайса тӗрӗслеме ҫеҫ ӗлкӗреймерӗ, кайран мансах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем сысна вити патне пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрсе хавшанӑ вити те тытӑнса тӑраймарӗ, шыв ҫинче сарӑ хӑмӑр тусан ярӑмӗ хӑварса, лештӗрех ишӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр витере мӑрсапа ывӑлӗн урхамахӗсем утӑ кавлесе тӑраҫҫӗ, ытти икӗ вити пушӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта ав, Пӗрлешӳллӗ Нацисен Ассамблейӗнчен Авгий вити туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫынсем иленччӗр кӑна унта, пӗрер уйӑхран-иккӗрен ҫав илемлӗ кӗтес сысна вити пек пулса тӑрать.

Люди приходят туда, любуются, а глянь через месяц-другой — место это превратилось в настоящий свинарник.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Лаша вити патӗнче унта вунӑ машинӑлӑх тислӗк купи ларать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хваттер сирӗн валли Астраханцев хуҫан вити тӑрринче пулать — паянпа ыранлӑха…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Халӗ кил хушши те ҫаралса кайнӑ: кайри пӳрт вырӑнне лупас пекки тукаласа лартнӑ (Кӗпӗрьян ӗҫе пулмалла), икӗ хутлӑ лаша вити вырӑнне пӗчӗк кӗлет купаланӑ, тӑррине улӑм витнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вити ӑҫта вырнаҫнӑччӗ ҫак, Тукай ӗмпӳ?

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех