Шырав
Шырав ĕçĕ:
— «Шӳреке, кӑвакал аҫи, таматана хирӗҫ!..» — ҫат тутарнине илтрӗ сержант.
Нарт-нарт кӑвакал // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 172–190 с.
— Пӗрремӗш хӗл каҫнӑ ула хур аҫи ҫӗр ҫумӗпе вӗҫет, тейӗн, — лӗкӗрт кулчӗ фермӑна нумаях пулмасть пынӑ хӗр.
V // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Кӑркка аҫи кӑлтӑртатса ҫӳренине, хӗрлӗ киккириклӗ автан ҫунат ҫапса авӑтнине, ешӗл турат ҫине ларса саркайӑк юрӑ шӑрантарнине, мӑйӗ таврашӗ симӗсӗн-кӑвакӑн куранакан кӑвакал аҫи кӳлӗре ишсе ҫӳренине хитререн те хитре тӗрлеме ӑҫтан кӑна ӑс ҫитернӗ?
III // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.
Урам урлисен хур аҫи таҫта илтӗнмелле кикаклатма тапратрӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.
Тепӗр вӗҫӗнче — кӑркка аҫи, ҫунат вӗҫне ҫӗр ҫумӗпе чӑштӑртаттарса, кӑлтӑртатса тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
Кӑвакал аҫи ҫӑкӑр турамне хыпать те тӗпрете-тӗпрете шыва пӑрахать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
Аҫи пӗр турам тӗпренчӗкне те хӑй хыпса ҫӑтмарӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
— Кӑвакал аҫи нихӑҫан та хӑй йышне пӑрахса каяс ҫук.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
Вӗҫет те вӗҫет кӑвакал аҫи сывлӑшра.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
Аҫи тата хытӑрах нартлатрӗ те тӗппӗл-тӗппӗл чупса кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
Аҫи, пуҫне каҫӑртса, чи малта пырать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
— Кушак аҫи итлет те чӑх тушкине ҫаплах ҫиет, тенӗччӗ пулас пӗр ӑслӑ юптаруҫӑ.
Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ӗҫлеме чӑрмантарнӑшӑн акт ҫыратӑп, — тесе, вӑл хучӗсене пуҫтармасӑрах пӑрахса тухса каясшӑн пулчӗ, кӑркка аҫи пек хӑпарткаланчӗ.
Руфа комбината таврӑнчӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Шоферӗ капотне уҫнӑ, кӑвакал аҫи шывра пуҫхӗрлӗ тӑнӑ пек, мотор патнелле пӗшкӗннӗ.
Руфа комбината таврӑнчӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӗрсен куҫӗ умӗнче кӑркка аҫи пек хӑпартланса ҫӳресси мӗне тӑрать, пӗрне, тепӗрне куҫ хыватӑн.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Вӑт этем те пирӗн Мамайкин, ырлӑх курать, — текелесе хуралҫӑ кӗсйисене пуш савӑтсем чикрӗ, ватӑ кӑркка аҫи пек хӑпарткаланса, хапха патнелле утрӗ.
Ашшӗ ачисене шырать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хирӗҫҫисен хур аҫи, ҫутӑлас умӗн яланах сасӑ пама юратаканскер, таҫта илтӗнмелле кикаклатрӗ.
Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Палламан ҫын, хур аҫи мӑйне тӑсса чашкӑрнине пӑхмасӑр, кинемей патне кулкаласа утса пычӗ:
«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Саша хӑй те тарӑханҫи пулчӗ, пусма айне тимӗр кӗреҫе аврипе чиккелесе-тӗрткелесе пӑхрӗ — тухмарӗ кушак аҫи.
Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Таҫтан асӑрхаса тӑнӑ кушак аҫи ӑна тем самантра ярса илчӗ те пусма айне кӗрсе ҫухалчӗ.
Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.