Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрханса (тĕпĕ: асӑрхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑвӑс ӳт-тире кӗрсе ларчӗ пулсан тухтӑр патне кайма тӑрӑшмалла е ӑна асӑрханса кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/

Вова каялла, хӑйсен килӗ еннелле, асӑрханса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова пит асӑрханса, никам та ҫук-ши тесе пӗрре сулахаялла пӑхса илчӗ, тепре — сылтӑмалла…

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Эппин пит асӑрханса, пӗлсе усӑ кур сӑмахпа.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Асӑрханса ҫӗр ҫумӗнчерехрен тыт, вара чикмест вӑл, тымарӗ-мӗнӗпе тӑпӑлса тухать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Асӑрханса ҫӳре, ывӑлӑм, ан кай хӑвӑн вӑрманна, пӗлетӗн вӗт, кашкӑрсем мӗнле аташма тытӑннӑ!

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ялан анат вӗҫӗнчен, клуб патӗнчен, килес-ши е килес те мар-ши тесе вӑтанакан сӑпайлӑ хӑна евӗр, ҫамрӑклӑх вӑхӑчӗн юрри-кӗвви майӗпен, асӑрханса хӑпарать, вара ман тавра ҫаврӑнма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ялӑн анат вӗҫӗнчен, клуб картишӗнчи симӗс ҫерем ҫинчен килес-ши е килес мар-ши тесе вӑтанакан хӑна евӗр, юрӑ майӗпен те асӑрханса хӑпарать, вара, турикаса ҫитсен, ман тавра ҫаврӑнма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ачасем хӑйсене пурпӗр лӑпкӑ тытма тӑрӑшрӗҫ, йӑнӑшсем тӑвасран асӑрханса вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

Вӑл, асӑрханса, упаленнӗн пӗшкӗнсе, утрав ҫине тухать, тумтирпе палаткӑна бензинпа сапса ислетет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑп та лӑп ҫавӑн чух ҫывӑхрах анине шӑтӑр-шӑтӑр, тимлӗ ҫыхса шыва янӑ целлофан миххе асӑрхать вӑл, вара, тепре ывӑҫланӑ шыва сапса, асӑрханса михӗ патне пырать, ӑна ҫӗклесе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, асӑрханса, пӗшкӗнет те ывӑҫласа шыв ӑсать, питне кӑштах йӗпетсе илет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Такӑна-такӑна, асӑрханса каласа парать Ваҫук вут сарайӗнче пулни-иртнине…

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Питӗ асӑрханса утсан та такӑнма пултарать этем.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӑшаллӑ ача, уҫланкӑ тавра ҫаврӑнса, ҫырма хӗрринчи пӳрт ҫенӗкӗ патне майӗпен, асӑрханса йӑпшӑнса пырать, хӑма ҫурӑкӗ тӗлне пуҫне тытса, хӑлхине чӑнк тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кил хуҫи пирус туртнӑ чух асӑрханса ҫитереймен.

Куҫарса пулӑш

Пушар тухнӑ ҫуртра арҫын виллине тупнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37346.html

— Акӑ вӑл, — Хумкка хӑрах ҫӑматта питӗ асӑрханса Ҫимун патне йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ваҫук ӑна юриех асӑрханса уҫса кӗчӗ, ниме хӗрӗсене сӗтел хушшинче ирӗккӗн ларма чӑрмантарас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫыру-мӗн ҫук-и? — питӗ асӑрханса ыйтрӗ Укань стена ҫинчи сӑн-ӳкерчӗксене пӑхкаланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра Хура Ҫимун чӳлмеке хупланӑ ҫатмана уҫрӗ те, чӳлмекне питӗ асӑрханса сӗтел ҫинелле тайӑлтарчӗ: пӗр купа ылтӑн укҫа йӑлтӑртатса юхса тухрӗ чӳлмекрен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех