Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрханса (тĕпĕ: асӑрхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суккӑр пек, ик аллине малалла тӑснӑ та асӑрханса пускалать, вилесенчен такӑна-такӑна ӳкет, тӑрать те кайсан-кайсан татах тӑрӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ романтика туйӑмӗсене асӑрханса кӑтартмалла, хӑш чухне ҫирӗпрех те пулмалла.

Сейчас необходимо осмотрительно отнестись к проявлению романтических чувств, в отдельных случаях лучше быть немного жёсткими.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Енчен те сирӗн хӑвӑрӑн йӑмӑк е тӑванӑрсен пирӗн хӗрсем пеккисем пулсан, вара вӗсене вараласан тӗнче кӳренет вӗт, Турӑ умӗнче ҫылӑх пулӗ, — тесе асӑрханса, ҫиллентересрен хӑраса калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Сеткӑна пӗр вунӑ-вун икӗ кӗнеке суйласа чикрӗм те пылчӑк ҫӑрса килелле асӑрханса утатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Савӑннӑ Иннокентий ҫавӑнтах шӑл катӑкне тӗплӗ, асӑрханса ҫуса типӗтрӗ те «Момент» клейпа ҫыпӑҫтарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Эпир, ҫынсен куҫӗнчен асӑрханса, пит ир пырса ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫара уран ачан асӑрханса утмалла.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Эпир те ҫул ҫинелле пӑхма пӑрахсах пӗчӗк чӗрчун ҫынсем патне хӑюсӑр, асӑрханса утса пынине куҫ хӗррипе сӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Ирина кантӑрпа йӗтӗн сӳсӗнчен явнӑ вӗрен карлӑкран тыта-тыта, алла шӑрпӑк кӗртесрен асӑрханса, аслӑ инженер хыҫҫӑн маччасӑр пысӑк зала хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман тепӗр енчи пӳлӗме каҫрӗ, асӑрханса чӳрече каррипе сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Асӑрханса ӗҫлӗр.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Шкулти сывпуллашу каҫӗнченпех, — асӑрханса чӑмӑртарӗ Раман ун аллине.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Палӑксене пурне те асӑрханса вырӑн ҫине хучӗҫ, ҫиелтен фронтран таврӑнсан тӑхӑнма хатӗрленӗ кӗписемпе витрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле, пакунли ҫапса ярасран асӑрханса пӗр утӑм каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шкул директорӗ, кӑпӑшка ҫӳҫлӗ чиперкке, аптраса ӳкнӗскер, ял Советне асӑрханса пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳртне ывӑлӗсене вӑратас мар тесе асӑрханса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юнашар тӑракан хӗрарӑм Ваҫиле сӑмахне илтрӗ те шӑппӑнрах, офицертан асӑрханса пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ хӗрри таран тулли витрене васкамасӑр туртса кӑлартӑм та тарасан чул пури кӗтессине асӑрханса лартрӑм.

Медленно вытащил я полное ведро и надежно поставил его на каменный край колодца.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӑна шутсӑр асӑрханса упрамасан, хунар ҫутине ҫил варкӑшӗ лап! сӳнтернӗ пек, сӳнме пултарать…

Светильники надо беречь: порыв ветра может погасить их…

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Янкӑр уйӑх ҫутинче унӑн шуранкарах курӑнакан ҫамкине, хупӑ куҫ хӑрпӑкӗсене, ҫил варкӑшӗпе хускалакан ҫӳҫ пӗрчисене асӑрханса сӑнанӑ май ҫапла пӑшӑлтатрӑм:

При свете луны я смотрел на его бледный лоб, на сомкнутые ресницы, на золотые пряди волос, которые перебирал ветер, и говорил себе:

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех